Пи​рĕш​ти евĕр…

Ву​нă çул каял​ла Çур​çĕр Осе​ти​ри Бес​лан ху​лин​че ну​май ачан кун-​çу​лĕ вă​хăт​сăр та​тăл​нă. Ыт​ла та хă​ру​шă! 2004 çул​та кĕр​кун​нен пĕр​ре​мĕш ку​нĕн​че Бес​лан​ри 1-​мĕш вă​там шку​ла тер​ро​рист​сем пыр​са кĕ​нĕ. Ăна ху​пăр​ла​са ил​нĕ те çын​се​не 3 кун шыв​сăр, апат-​çи​мĕç­сĕр тыт​нă. Тер​ро​рист​сем пин ыт​ла çын​на тыт​кă​на ил​нĕ. Шел, 300 ыт​ла çын ун​тан ту​хай​ман, вĕ​сен​чен 186-​шĕ ача​сем. Вĕ​ре​не​кен​сен ĕмĕ​чĕ​сем вă​хăт​сăр та​тăл​нă. Вил​ни​се​не асăн​са Бес​лан​ра па​лăк ларт​нă, ун çин​чи ача​сен сă​нĕ​сем пи​рĕш​ти пул​са пĕ​лĕ​тел​ле кар​ма​шаç­çĕ. Ачасен та​са чу​нĕ​сем…

Çав хă​ру​шă ку​на аса ил​се Çĕньял-Пок​ровс​ки шку​лĕн​че те асă​ну ку​нĕ ирт​рĕ. Ди​рек​то​рăн вос​пи​та​ни енĕ​пе ĕç­ле​кен çу​мĕ О.Г. Ильи​на хă​ру​шă са​мант çин​чен ка​ла​са па​чĕ. Физ​куль​ту​ра учи​те​лĕ Б.И. Ива​нов чрез​вы​чай​лă ла​ру-​тă​ру​ра пăхăнмал​ли пра​ви​лă​сем çин​чен ăн​лан​тар​чĕ.

ДА​ША КИ​РИЛ​ЛО​ВА, 6-​МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости