Площадка – ачасен савăнăçĕ

Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнче пурăнакан вун-вун ачашăн июнĕн 1-мĕшĕ чăн-чăн савăнăç кунĕ пулса тăчĕ. Çĕньял-Покровски шкул территорийĕнче ача-пăча спорт площадки, Мăн Кивпулăх ялĕнче вара вăйă площадки вĕсене йышăнма тытăнчĕç.

Ачасене хÿтĕлемелли кун Пархикасси клубĕ умĕнчи флэшмобпа – кĕвĕ-çемĕпе зарядка тунипе – пуçланса малалла концертпа, вăйăсемпе тăсăлчĕ. Çуллахи каникул пуçланнă ятпа хĕрачасемпе арçын ачасене саламлама райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров килчĕ, çуллахи уйăхсене усăллă ирттерме лайăх кăмăл сунчĕ.

Уява ачасен ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ те килнĕ. Ачасене хÿтĕлемелли кун вĕсемшĕн уяв саманчĕ кăна-ши? Çакна хăйсенченех ыйтас терĕмĕр. Июнĕн 1-мĕшĕ вĕсемшĕн чăннипех те пĕлтерĕшлĕ кун иккен. «Ачасене пирĕн чи лайăххине кăна памалла, вĕсене усалтан – наркотикпе, алкогольпе айкашассинчен, пирус туртассинчен, преступлени çулĕпе каяссинчен – сыхламалла. Вĕсене физкультурăна ытларах явăçтармалла, компьютер умĕнче çеç ан ларччăр», – шухăшне пĕлтерчĕç кукамăшĕ-асламăшĕсем. Мăнукĕсем яланах тĕрĕс-тĕкел çÿреччĕр тесе Пархикасси ял библиотекин ертÿçи Галина Мочалова вĕсене «Амăшĕн кĕллин» сăмахĕсене çырнă хут листисене валеçсе пачĕ.

Çĕньял-Покровски шкулĕн картишĕнчи площадкăна официаллă уçмашкăн Георгий Егоровпа пĕрле ачасем те хутшăнчĕç. «Кунта сирĕн вăхăта усăллă ирттермелле пултăр», – терĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Çакна ачасем тахçанах кĕтнĕ тейĕн, хĕрлĕ хăйăва каснă-касманах турниксем çине хăпарса кайрĕç.

Çакăнти спорт площадкине вырнаçтармашкăн 167 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕр шкул 110 çул тултарнине халалласа Çĕньял-Покровски ял тăрăх администрацийĕ 70 пин тенкĕ уйăрнă, ытти – спонсор пулăшăвĕсен шучĕпе.

Юлашкинчен Георгий Егоров ашшĕ-амăшĕпе тата педагогсемпе тĕл пулчĕ. Каникул вăхăтĕнче ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки пулчĕ калаçу. Шывра путасран, çул çинче тата ытти çĕрте инкеке лекесрен сыхă пулмалли пирки тепĕр хут асăрхаттарчĕ пуçлăх.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости