Хисеплĕ аннесем!
Чи хитрисем, чи лайăххисем, чи ачашшисем, чи сăпайлисем….
Анне вăл – телей, хĕвел, çутă… Пире, хĕрарăмсене, Турă чи лайăххине панă – ача çуратса анне пулма. Кашни çыншăн анне – пурнăçра чи хаклă çын. Аннесене пирĕншĕн тăрăшнăшăн, çĕрĕпе куç хупманшăн, чăтăмлăхшăн ачаш та çепĕç сăмахсем калатпăр. Анне юнашар пулсан эпир телейлĕ, пурнăç хĕвелпе тулать, чĕрере лăпкă, çутă та хавас. Çакна хамăр анне пулсан тата лайăхрах ăнланатпăр. Аннесен ĕçне нимĕнпе те танлашайтараймăн, вăл çав тери курăмлă. Вăл ачана пурнăç парать. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене ăс парасси, пурнăç çулĕ çине тăратасси, çирĕп тата телейлĕ çемье çавăрма пулăшасси – аннесен пархатарлă ĕçĕ.
Эпир, аннесем, пурте пĕр пек мар, анчах та пире пурне те пĕр пек тăвакан пур. Ирех тăрсан эпир Çÿлти аннерен, Турă амăшĕнчен ачасемшĕн ырлăх, çавăн пекех хамăр Çĕр анне, тăван çĕршыв валли мирлĕ пурнăç ыйтатпăр. Юратнă аннесене кашни кун ăшă сăмахсем калама, çыру çырма, ыталаса чуп тума, аллинчен ăшшăн тытма манас мар.
Çакăн пек истори пулса иртрĕ ман пурнăçра: яланах таçта васкатăп, çав кун та çапла пулчĕ. Аппана (вĕсем упăшкипе иккĕшĕ те чирлĕччĕ) телефонпа шăнкăравласа илеймерĕм те СМС çырса ятăм: «Эпир сире хытă юрататпăр. Хăвăртрах сывалма сунатпăр». Тепĕр 2 сехетрен ман пата пĕлмен номертен пĕр арçын шăнкăравларĕ. Сывлăх сунса кам пулнине ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ хампа паллаштартăм. Кайран вара эпĕ унтан ыйтатăп: «Эсир вара кам, мĕнле ыйтупаччĕ?» «Эпĕ Набережные Челны хулинчен, арăмпа иксĕмĕр аварие лекрĕмĕр, больницăра выртатпăр. Сирĕн СМСна илсен хав тери хĕпĕртерĕмĕр. Ырă сăмахсем ачасенчен килчĕç тесе савăнтăмăр. Шăнкăравлас терĕм. Халь вара сирĕн сасса илтсен анне сассине илтнĕ пекех туйăнчĕ», – терĕ.
Хисеплĕ аннесем!
Эсир тĕлĕнмелле çынсем, яваплă анне ĕçĕсĕр пуçне предприяти-организацисенче те чуна парса ĕçлетĕр, обществăллă ĕçе хутшăнатăр. Ачăрсем сире юратаççĕ, çынсем сире хисеплеççĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Сирĕн пурнăçра яланах виççĕ анне пултăр: Турă амăшĕ, Анне, Çĕр анне.
Чăваш Республикин «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ А.М.Исаева