саламларĕ те, йывăрлăхран пĕрле тухмалли çул-йĕре сĕнчĕ
Çĕршыври тĕп телеканалсемпе радиостанцисен тÿрĕ эфирĕнче Владимир Путин Президент ĕнер вун пиллĕкмĕш хут Раççей çыннисемпе уçă калаçу ирттерчĕ. Тăхăр кун пуçтарнă ыйту хуравĕсене телекуравçăсем, хаçат-журнал вулаканĕсем, Интернетпа анлă усă куракансем, радиоитлекенсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Июнĕн 15-мĕшĕнчи шăп кăнтăрла вăхăчĕ тĕлĕнчи тÿрĕ эфира хатĕрленсе журналистсем cаll-центр йышăннă çивĕч ыйтусем тăрăх вырăна çитсе сюжетсем ÿкернĕ, репортажсем хатĕрленĕ. Лару-тăрăва чиновниксене уçăмлатма, ыйтусене татса памашкăн хутшăнма ыйтнă хыççăн регионсенче унта та кунта асфальт çул хума тытăнни, çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерни т. ыт. пирки пĕлтерчĕç.
Раççей çынни аякка пăхать – ку иккĕлентермест. Ăна тулаш экономика хутшăнăвĕсем те хумхантараççĕ, санкцие тăсасси те, демографи лару-тăрăвне пĕр тикĕс тытса пымалли майсем те, пенси çулĕсене ÿстересси те, авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтересси те.
Русофобие сивлекенсем Америкăпа Раççей хутшăнăвĕсем тавра йĕркеленнĕ йывăр лару-тăруран тухма канаш ыйтса Владимир Владимирович патне Аризона штатĕнчен те шăнкăравларĕç.
Информаци технологийĕсен аталанăвĕ паян пĕр вырăнта тăмасть. Çынсем унпа тухăçлăн усă курма хăнăхса пыни тÿрĕ эфир вăхăтĕнче те сисĕнчĕ. Унăн пулăшăвĕпех журналистсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи социаллă объектсене – çав шутра ача çуратмалли çурта, çар чаçне – çитсе тин çуралнă ывăлне алла илнĕ, присяга тыттарнă ашшĕсене пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çĕршыв ертÿçи тÿрĕ эфирта пĕтĕм тĕнче илтмелле саламланине йышăнма май туса пачĕç. Уйрăм çынсен хăш-пĕр ыйтăвне ĕçлĕ командировкăсен вăхăтĕнче вырăна çитсе тĕплĕнрех сÿтсе явма шантарчĕ.
Федераци каналĕн пултарулăх студийĕнче агробизнес, интеллигенци, тĕрлĕ общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсене хăйсен отраслĕсемшĕн чăннипех те пĕлтерĕшлĕ самантсене çĕршыв ертÿçипе куçа-куçăн сÿтсе явма май туса панин витĕмĕ пысăк. Кăçал вара Раççей çыннисем Президента пуçласа онлайн режимпа видеоыйту пама пултарчĕç.
Владимир Путин вара кашни ыйтурах общество кăмăл-шухăшне туяссине, паянхи чи çивĕч ыйтусене асăрхассине нимрен мала хунине палăртрĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнчех вăл çĕршывăн Генеральный прокуратурипе çыхăнчĕ, кĕпернаттăрсен хуравĕсене илчĕ.
Пĕлме интереслĕ
Тăватă сехете яхăн пынă тÿрĕ эфир вăхăтĕнче:
шăнкăравласа илекенсен 62% – хĕрарăмсем, 63% – 50 çултан аслăраххисем пулчĕç
Cаll-центр 1800 видеошăнкăрав, 3 млн яхăн ыйту йышăннă
пĕр вăхăтрах пин ытла çын тÿрĕ эфирта калаçма хăйĕн черетне кĕтнĕ
социаллă сетьсенче Раççей çыннисемпе пĕрлех ют çĕршывра пурăнакансем те 200 пин ытла комментари хăварнă.