Пултăран сиенĕ

Пул­тă­ран çын­шăн пи­тĕ сиен­лĕ те­се илт­рĕм, ăна тĕ­кĕн­сен ÿт пиç­се кай­ма та пул­та­рать-­мĕн. Чă­нах-и?

Е­ле­на СЕРГЕЕВА,
Чă­рăш­кас­си

Свет­ла­на ФЕДОРОВА, ­ра­йон­ти тĕп боль­ни­цăн дер­ма­тове­не­ро­ло­гĕ:

– Пул­тă­ра­нăн сие­нĕ пур. Вăл фи­то­дер­ма­ти­та ата­лан­та­рать. Çак амак­па кун­се­рен ра­йон боль­ни­ци­не те­ми­çе çын прие­ма ки­лет. Пул­тă­ран сиен­лĕ япа­ла­сем – ку­ма­рин та­та эфир çă­вĕ­сем – кă­лар­са тă­ни­пе хă­ру­шă. Ÿте лек­сен кă­мăл пăт­ран­ма, пуç ырат­ма пуç­лать, этем ÿсен-­тă­ран çу­мĕн­че ну­май вă­хăт пул­сан ва­ра тăн çу­хат­ма пул­та­рать. Уй­рă­мах че­чек­ре чух­не – июль çур­рин­чен пуç­ла­са ав­густ вĕç­ле­нич­чен – вăл çын­шăн хă­руш­лăх кă­лар­са тă­ра­тать.

Пул­тă­ран­па сиен­лен­нĕ пал­лă­сем тÿ­рех си­сĕн­меç­çĕ, «­шăп­лăх» те­ми­çе се­хет­рен  те­ми­çе та­лăк та­ра­нах тă­сă­лать. Сĕт­ке­нĕ ÿте лек­се унăн си­сĕм­лĕх­не пы­сăк­ла­тать, хĕвел па­йăр­ки­се­не пу­ла ва­ра ÿт пиç­се каять, хăп­мă­сем ту­хаç­çĕ. Çа­кă те­ми­çе ку­на та тă­сăл­ма пул­та­рать. Уй­рă­мах ал­лер­гик­се­не пул­тă­ран шик­лен­тер­мел­ле, мĕн­шĕн те­сен  кар­лан­кă шыç­са кай­сан ви­лес хă­руш­лăх пы­сăк­ла­нать.

Кун пек амак­па асап­ла­нас мар те­сен мĕн ту­мал­ла? Чи кир­ли – ÿсен-­тă­ра­на тĕ­кĕн­мел­ле мар. Ен­чен те вăл ÿте лек­рĕ пул­сан ва­ра тÿ­рех сул­хă­на тă­мал­ла – хĕвел па­йăр­ки­сем ан ÿк­чĕр. Сиен­лен­нĕ вы­рă­на су­пăнь­пе шыв­па çу­са мар­ган­цов­кăн йă­ваш шĕвек­не сап­мал­ла, ал­лер­ги­пе кĕ­ре­ше­кен эмел ĕç­сен те ла­йăх. Пĕр­ре­мĕш пу­лă­шу хыç­çăн тух­тăр пат­не кай­мал­ла. Ен­чен те ÿсен-­тă­ран сĕт­ке­нĕ ку­çа е лăй­ма­ка сие, ка­лă­пăр, çă­ва­ра, лек­рĕ пул­сан тăх­та­ма­сăр боль­ни­цă­на вас­ка­мал­ла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости