Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче спайссем, туртмалли хутăшсем пирки нумай калаçаççĕ. Наркăмăшлă хутăшсем туртса, ăша хывса çамрăксем больницăсене лекнĕ хыпара та пурте илтнĕ ĕнтĕ. Этемлĕхе çав хăрушлăхран сыхласси пирки патшалăх шайĕнче уççăн калаçма пуçларĕç. Çакă – пĕр çын хуйхи кăна мар, çĕршыв инкекĕ, апла тăк кашнин ăна хирĕç кĕрешмелле.
Паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри – спайссене пăрахăçласси, çамрăксем вĕсемпе ан ашкăнччăр тесе тăрăшасси. Тĕллеве пурнăçламашкăн мĕн тумалла? Тĕрĕс. Яшсемпе хĕрсене сывă пурнăç йĕркине явăçтармалла, физкультурăпа, спортпа туслашма майсем туса памалла. Шăпах çакăн валли тата ытларах условипе тивĕçтерме иртнĕ эрнере РФ Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А.А. Кириллов, Шупашкар район Депутатсен пухăвĕн депутачĕ А.М. Андреев Кÿкеç лицейĕнче пулса асăннă уйрăм çумĕнчи общество канашĕн ятĕнчен вĕрентÿ учрежденине парнесем – спорт инвентарĕсем – парнелерĕç. Мĕншĕн шăпах Кÿкеç лицейне суйласа илнĕ тетĕр-и? Паллах, ахаль мар. РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕ çумĕнчи общество канашĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Кÿкеçри лицей тата 1-мĕш шкул ачисен хушшинче волейбол, футбол, баскетбол енĕпе спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа тупăшура лицей ачисем мала тухнă.
Кÿкеç лицейĕн акт залĕнче 8-11-мĕш класс вĕренекенĕсем пухăнчĕç. Спайссен сиенĕ пирки Александр Алексеевич каласа пачĕ, вĕсем çыншăн чăннипех те наркăмăшлă пулнине лайăх ăнлантарчĕ.
– Кирек мĕнле ушкăнра юлташсем, пĕлĕшсем туртса е тутанса пăхма сĕнсен нихăçан та ан килĕшĕр. Пĕр хутчен ас тивсе пăхсанах çын наркăмăш серепине кĕрсе ÿкме, ăна хăнăхма пултарать, çавăнпа та питĕ сыхă пулăр. Енчен те эсир наркотикпе, спайспа айкашакан çынна е ăна ăçта сутнине пĕлетĕр пулсан тÿрех полици уйрăмне шăнкăравлăр. Çивĕч çак ыйту çине çиелтен кăна ан пăхăр, тимсĕр ан пулăр, – калаçрĕ Александр Алексеевич.
Александр Михайлович унăн шухăшне малалла тăсрĕ, спайссен хăрушă енĕсем пирки каласа пачĕ.
– Наркăмăша тутанса пурнăçăра ан пăсăр, мĕншĕн тесен вăл паян-и, ыран-и преступлени çулĕ çине илсе тухатех, çавăнпа та асăрхануллă пулăр, танатана кĕрсе ан ÿкĕр, – терĕ вăл. Унтан сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă май çамрăксене физкультурăпа, спортпа туслашма йыхравларĕ. Маларах асăннă ăмăртусем малашне иртесси пирки те пĕлтерчĕ.
Лицеистем тимлĕн итлерĕç. Çак тĕл пулуран кашниех хăйĕн валли усăллă информаци илнине питĕ ĕненес килет. Пуçлăхпа депутатăн ырă канашĕсене яшсемпе хĕрсем ăша хывсан тем пекех паха пулĕччĕ.
Любовь Ман