Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ

ТĔЛПУЛУ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, информаци ушкӑнӗ, организаци-предприяти ертӳҫисем тата ыттисем те Кӳкеҫри централизациленӗ культура ҫуртӗнче пухӑннӑ. Тӗлпулӑва округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов ертсе пынӑ. Пухӑннисем ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Тӗп ыйтусенчен пӗри Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва пӑхса тухни. Чи малтанах унта палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессине тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫавна май округра социаллӑ экономика лару-тӑрӑвне тата ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ. Уйрӑмах тӗрлӗ категорири граждансене пулӑшасси, округри инфратытӑма тата экономикӑна аталантарас тӗлӗшпе пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртнӑ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости