П​ро​филь пур​нăç шай​не те кă​тарт​са па​рĕ

Ми​хаил Иг​натьев хă​йĕн указĕ​пе Пра​ви​тельст​вă​на «Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин сыв​лăх про​филь​не» ха​тĕр​ле​се çи​рĕп​лет​ме хуш​нă. Çак​наш​кал те​мă​па ятар​лă прог​рам​ма каш​ни му​ни​ци​па​ли​те​тăн пу​çар​мал​ла.

Çав​наш​кал про​филь çи​не таян​са каш​ни му​ни​ци​па​ли​тет «Сыв​лă​ха ата​лан​тар​мал​ли план» çи​рĕп​ле​тĕ. Ун​та ме​ди​ци​на айк​кин​чи, çын сыв​лăх​не сиен​лĕ ви​тĕм кÿ​ре​кен фак​тор​се​не ча​кар​мал​ли ме​роп​рия​ти​се​не пăх​мал​ла. Пур​нăç, ĕç ус​ло​ви​йĕ​сем, апат​ла​ну, тав​ра​лăх, кан​мал​ли та​та ÿт-​пĕве пи​çĕх​тер​мел​ли май​сем çы​ннăн сыв​лăх​не па​лăр​таç­çĕ. Çа​вăн​па та план​ра асăн​нă тер​ри​то​ри​ре пу​рă​на​кан​сен сыв​лăх тă​рăм​не тĕп​лĕн те па​ха​лăх​лă çыр​са кă​тарт​ни​сĕр пуç­не эте​ме ви​тĕм кÿ​ре​кен, ме​ди​ци​нă​па çы​хăн​ман са​мант​се​не уçса па​мал​ла.

ЧР Сыв​лăх сых​ла​вĕ​пе со​циал​лă ата​ла​ну ми​нис​терст​ви хă​йĕн сай​тĕн​че выр​наç­тар​нă ан​ке​та ый​тă​вĕ​се​не ху​рав​ла​нă май граж​дан​сем хăй​сен пур​нă​çĕн па​ха​лă​хĕ çин​чен та​рăн​рах шу​хăш​лас​са кĕ​тет. Çап​ла май​па вĕ​сем сыв​лăх про​фи​лĕ​се​не йĕр​ке​лес​си​не хăй​сен тÿ​пи​не хы​вĕç. Чă​ваш Ен Пуçлă​хĕн указĕ еп​ле​рех пур​нăçлан​са пы​ни​не рес​пуб​ли​кă​ри Ми​нистр​сен Ка​би​не​чĕн пред​се​да​те​лĕ Иван Мо​то​рин ерт​се пы​ра​кан Пра​ви​тельст​во ко​мис​си​йĕ тĕ​рĕс​ле​се тă​рĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости