Çулталăк та виçĕ уйăхри пĕтĕ пăру ниçта кайса кĕреймесĕр хăйне çулать, хыçкаланать. Тĕл-тĕл тирĕ çаралсах юлчĕ. Хушкапуç çине куççульсĕр пăхаймăн! Хушăран йăвашланать те выртать. Ăна мĕнпе пулăшма май пур-ши?
Анна ИГНАТЬЕВА, Сĕнтĕрвăрри
Алексей ХУНДИМИРОВ,
ветврач (выльăх тухтăрĕ)
– Выльăх тирĕ çаралса пыни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарать. Пĕрремĕшĕ – микро- тата макроэлементсем, витаминсем çитменни, çак сăлтавпа унăн организмĕнчи япаласен ылмашăвĕ пăсăлни, иккĕмĕшĕ – пыйтă ерни, виççĕмĕшĕ – инфекци. Кунсăр пуçне пăру çăмне паразитсем те касма пултараççĕ. Вĕсем тир çумне çыпăçса ăна тымартанах кăклаççĕ. Тĕп-тĕрĕс диагноза выльăх тухтăрĕ кăна палăртма пултарать. Тăхтамасăр унпа çыхăнмалла.