Пĕр гектар та ахаль ан вырттăр

Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен инвентаризацийĕ пырать

Вун-вун çул каялла иртен пуçласа каçчен уй-хирте вăй хуракан çĕр ĕçченĕ тыр-пул лаптăкĕсем çинче вăхăт иртнĕçемĕн хыт-хура, йывăç кашласа ларасси çинчен шухăшлама пултарнă-ши? Самана улшăннă май чылай вырăнта хуçалăхсем ĕçлеме вăй çитерейменнипе, саланнипе çĕр лаптăкĕсем пушă выртма тытăнчĕç. Çак çитменлĕхсене пĕтерсе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме «Халăх инвентаризацийĕ» акци ирттерме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та тĕллев лартнă.

Акцин тĕп тĕллевĕ – республика территорине хăтлăх кĕртесси. Усă курман, кивĕ, юрăхсăра тухнă çуртсем, пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсем тăван тăрăх сăн-сăпатне пăсаççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне те çакăн пек тĕллев лартнă Пуçлăх – юрăхсăра тухнă объектсене тирпейлемелле е пăсмалла, çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртмелле. Михаил Игнатьев кашни объектăнах хуçи пулмаллине, ăна тивĕçлĕ шайра тытмаллине асăрхаттарнă. Усă курман çĕрсене тупса палăртни, вĕсене çаврăнăша кĕртни вырăнти бюджета та пуянлатма пулăшасси паллă.

Районта тĕллевлĕ усă курман çĕр лаптăкĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи уйрăмĕн специалисчĕсенчен йĕркеленнĕ комисси ĕçлет. Вĕсем июлĕн 31-мĕшĕччен пур ял тăрăхне те çитме, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене епле усă курнине тĕрĕслеме палăртнă. Ытларикун комисси членĕсем Çĕньял тăрăхне çул тытрĕç, темиçе сехет уй-хирте ирттерсе çум курăк тата йывăç хунавĕсем ашкăракан лаптăксене тĕпчерĕç. «Йывăçа кассан вăл миçе çул ÿснине палăртма пулать – тунката çинчи ункăсене тимлĕ пăхмалла çеç. Йывăç çулталăкра вăтамран 1 метр çÿллĕш çитĕнет», – акă мĕн пĕлтĕм специалистсен сăмахĕсенчен. Шанар ялĕ çывăхĕнчи уй-хирте шăпах çамрăк йывăçсем ÿсеççĕ, касса пăхсан вĕсен вулли 5 см хулăнăш, çÿллĕшĕ 5 метра яхăн пулни курăнчĕ. Эппин, йывăçсем кашласа ларакан çĕр лаптăкĕсене сахалтан та 3-5 çул усă курман.

Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе, Çĕньял ял тăрăхĕнче 400 га ытла усă курман çĕр лаптăкĕ шутланать. Ытларахăшĕ – ахаль çынсен пай çĕрĕсем. Паянхи кун тĕлне комисси членĕсем 3 ял тăрăхĕнчи лаптăксене пăхса тухса 16 акт çырнă.

Ял хуçалăх культурисем акма-лартма юрăхлă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту паянхи кун федераци шайĕнче те çивĕч. Çĕрпе тухăçлă усă курни туса илекен тыр-пул, пахча çимĕç калăпăшне ÿстерме май парать. 2017 çулти мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 3108 га усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсем пулни паллă. Çĕр лаптăкĕсене тĕллевлĕ усă курман граждансен пысăкрах ставкăпа налог тÿлеме тивет, унсăр пуçне штраф та пама пултараççĕ.

Районта 2017 çулта 1105 га усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме тĕллев лартнă.

Сăмах май

Граждансен çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас ĕçе тата харпăрлăх правине çирĕплетессине Пĕрлехи патшалăх çурт-йĕр реестрĕнче йĕркелемелле. Çак ĕçсене пурнăçламасăр 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕр лаптăкне сутма та, парнелеме те, тара пама та май пулмĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости