Урай Макаçри «Центральная» урамра кăçал шыв пăрăхĕсене юсарĕç. Çакна валли асфальта çĕмĕрме тивнĕ. Ĕçе вĕçленĕ-ха, анчах та çула йĕркене кĕртсе хăварман: йĕпе-сапаллă çанталăкра шыв тăрать, пылчăклă. Иртсе çÿреме кансĕр. Ăна йĕркене кĕртессе шанма май пур-ши?
Валерий ЯКОВЛЕВ, Урай Макаç
Алексей ЕЛИМОВ, Тутаркасси ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Урай Макаç ялĕнчи çак урамри çула унчченех юсама палăртнăччĕ-ха, анчах та водопровода юсама чавнă чухне вăл çав-çавах çĕмĕрĕлет тесе тăхтарăмăр. Халĕ шыв пăрăхĕ çинче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ, çавăнпа та çул ыйтăвĕ патне тепĕр хут таврăнатпăр. Ăна пĕр çĕрте кăна мар, вырăн-вырăнпа тăршшĕпех юсамалла: шăтăк-путăк сахал мар. Çакă çитес çулхи бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хума хистерĕ. Сахалтан та 400 пин тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хальлĕхе вара çĕмĕрĕлнĕ асфальт вырăнĕнче вак чул сарнă.