Кирек хăçан та çывăх Шупашкарăм,
Чуна аван Чăваш çĕршывĕнче
Юратнăран пур умĕнче ман парăм,
Чун уçăлать хĕрÿ ытамĕнче.
Шап-шур çеçкеллĕ шурă Шупашкарăм
Çурхи вăйпа сулмаклăн çĕнелет
Чун хавалне пĕр уншăнах упрарăм,
Чăн юрату пур кăлтăка çĕнет.
Чăваш Енпе туслашнă тĕрлĕ халăх,
Килĕшÿре хуçаланать тату
Ĕç çыннине кÿрет сÿнми хастарлăх,
Çут шанăçпа илемлĕ юрату.
Пĕр чăмăхра тĕвĕленет хуламăр,
Çак ырлăхпа хăватлă Шупашкар
Тăванлă туслăхра телейлĕ хамăр,
Чăвашлăхшăн тăратпăр пурте кар.
Чăн юрату-чарак.
Чĕре юрлать пулсассăн чарăнаймĕ,
Хавхаланать вăл çутă юрлăхпа.
Савăклăха нихăçан та ытараймĕ,
Çăлкуç пек сиплĕ пархатарлăхпа.
Чĕре савать пулсассăн чарăнаймĕ,
Вăл хĕпĕртет сăваплă пурнăçпа.
Тăванлăха нихçан та ытараймĕ
Шевле сапать чун пĕрлĕхре пулсан.
Чун ыратать пулсассăн
Кам чарайĕ?
Лăплантарать чăн юрату кăна.
Тÿсĕмлĕхре тĕрекленет чаракĕ,
Хăват парса çирĕплетет ăна.
Галина Макарова, Шупашкар хули