Кашни çулах вĕрентÿ тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Халь тата шкул экзаменĕсен йышне сочинени çырассине кĕртмелле тенине илтрĕм. Унсăрăн ачана ППЭне кĕртмеççĕ имĕш. Çакă калаçу шайĕнче çеç е вăя кĕрĕ?
Олег КИРИЛЛОВ,Кÿкеç
Борис РОМАНОВ, райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ:
– 2014-2015 çулхи вĕренÿ çулĕнче вăтам шкулсенче вăй пухакансем патшалăх аттестацине тухма пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ (изложенийĕ) çырĕç. Сывлăх енчен хавшакраххисене изложени çыртарĕç. Малтанхи çулсенчех вĕренсе тухнă, кăçал результачĕсене аслă вĕрентÿ заведенийĕсене тăратас шухăшлисем те сочинени (изложени) çырма пултараççĕ. Пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн е изложенисене «зачет» е «незачет» паллăсемпе хаклĕç, «зачет» илнисем кăна ППЭ пама тивĕçĕç.
Вĕрентÿ ĕçне тата ăслăлăха пăхса тăракан федераллă служба пĕтĕмлетÿ сочиненине йĕркелесе ирттермелли методика рекомендацисене тата оценкăсен критерисене регионсене ярса панă. Сочинени оценкисен критерийĕсене профессионаллă тата эксперт сообществисенче пăхса тухнă, вĕсем темиçе этап экспертиза витĕр тухнă. РФ хăш-пĕр субьектĕнче пĕтĕмлетÿ сочиненине ирттерес процедурăна тĕплĕн тĕрĕслесе пăхнă. Сочинение (изложение) 5 критери тăрăх хаклĕç:
1) темăпа килĕшÿллĕ-и
2) аргументсемпе çирĕплетни, литература материалĕпе усă курни
3) шухăшăн логикипе композицийĕ
4) çыру чĕлхин пахалăхĕ
5) йăнăшсăрлăх
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.