Спортпа туслă çынсем – сывлăхлă. Сывлăха вара сутăн илме çук. Ăна мĕн пĕчĕкрен çирĕплетсе пыма тăрăшмалла, тепĕр майлă каласан – спортпа туслă пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшакансем тĕрлĕ спорт тĕсне алла илеççĕ, ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тăваççĕ.
Акă, иртнĕ шăматкун Кÿкеçри культурăпа кану çуртĕнче алă вăйĕ виçессипе Шупашкар районĕнче мала тухассишĕн шкул ачисен спартакиади иртнĕ. Унта 164 вĕренекен хутшăннă – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен 36 ача, вăтам шкулсенчен – 128. Районта шкул ачисен хушшинче армспорт вăй илсе пынине тата маларах иртнĕ ăмăрту та çирĕплетсе пачĕ. ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура Шупашкар район команди пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Хальхинче вара ăмăрту хамăр районта иртрĕ, ку нумай спортсмена пĕр çĕре пĕтĕçтерме май пачĕ.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 шкул хăйсен командисене тăратнă. Чи нумай балл пухса пĕрремĕш вырăна Тăрăн шкулĕ тухнă, Карачура тата Салапайкасси шкулĕсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă.
Вăтам шкулсенчен мала тухакансем вара çаксем – Чăрăшкасси, Тутаркасси тата Атайкасси шкулĕсем.
ВЕРА ШУМИЛОВА