Стартра – вĕрентÿ ĕçĕн ĕçченĕсем

Сен​тяб​рĕн 30-​мĕ​шĕн​че ра​йон​ти «О​лим​пийс​кий» ста​дион​ра вĕ​рен​тÿ ĕçĕн ĕç­че​нĕ​сем хуш​шин​че çă​мăл ат​ле​ти​ка енĕ​пе Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че ма​ла тух​мал​ли ăмăр​ту ирт​нĕ. Ăна РФ вĕ​рен​тÿ та​та ăс​лă​лăх ĕçĕн ĕçче​нĕ​сен проф​союзĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи ор​га​ни​за​ци​йĕ йĕр​ке​ле​нĕ. Ме​роп​рия​тие 25 шкул​ти та​та 12 ача са​дĕн​чи 230 çын хут​шăн​нă. Ăмăр​тă​ва хут​шă​на​кан каш​ни çы​нах хă​йĕн ÿсĕ​мĕн​чи уш​кăн​па стар​та тух​нă. Хĕр-​хĕ​ра​рăм​сем хуш​шин​че чи вăй​ли​сем Кÿ​кеç​ри ли​цей​ран, Ишек​ри шкул​тан, Çĕньял​ти «Пеп​ке» ача са​дĕн​чен пул​ни па​лăр​нă, ар​çын​сен​чен чи мат​тур​ри​сем Янăш, То​лик Ху​рас​ки, Кÿ​кеçри 1-​мĕш, Иш​лей шку​лĕ​сен​чен. Мал​ти вы​рăн​се​не Кÿ​кеç​ри ли​цей, Вăр​ман-Çĕк​тер та​та Ту​тар​кас​си вă​там шкул​сем пĕр-​пĕ​рин хуш​шин​че пай​ла​нă. Тул​ли мар вă​там шкул​сен​чен 1-​мĕш вы​рă​на Янăш, 2-​мĕш вы​рă​на Са​ла​пай​кас​си, 3-​мĕш вы​рă​на Шă​мăш шку​лĕ​сем тух​нă. Ача са​чĕ​сен​чен чи мат​тур​ри​сем çак​сем: Çĕньял​ти «Пеп​ке» ача са​чĕ, Кÿ​кеçри «Пÿр​нес​ке» та​та «Я​год​ка» ача са​чĕ​сем. Çĕн​те​рÿ​çĕ​се​не Хи​сеп ху​чĕ​сем​пе чыс​ла​нă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости