«Раççей Чăваш пики-2016» пĕтĕм çĕршыври VI конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçи Анастасия Волкова республикăн тĕп хулинче район чысне хÿтĕлеме хатĕрленет. Конкурсăн поселокра иртнĕ район тапхăрĕнче кăçал та Апаш ял тăрăхĕн пики çĕнтерчĕ.
«Кашни пике артист таланчĕпе, тĕплĕ хатĕрленÿпе, хăйне евĕрлĕ художество номерĕпе тĕлĕнтерчĕ», – пĕтĕмлетрĕç жюри членĕсем. Вĕсен йышĕнче – «Чăваш пики» конкурсăн тĕрлĕ çулти финалисчĕсем, ЧР культура училищин преподавателĕсем, пултарулăх çыннисем, администрацин культура пайĕн ĕçченĕсем. Конкурса хутшăнакансен пилĕк конкурсра тĕрĕслев витĕр тухмалла пулнă: каçхи кĕпеллĕ дефиле – «визит карточки», чăваш халăхĕн историпе йăли-йĕркине, тĕпелне пĕлнине тĕрĕслеме май паракан интеллектуаллă тупăшу. Кунсăр пуçне пикесем хăйсем хатĕрленĕ наци апат-çимĕçĕпе, çи-пуçĕпе сцена çине тухнă.
Çĕнтерÿçĕ ячĕ паллă – вăл республика конкурсне мĕнле кăмăл-туйăмпа хатĕрленни пирки кăсăклантăмăр. «Пултарулăх конкурсне районти тапхăрта юрланă «Илемлĕ» юрăпа хутшăнасшăн, чăваш ташши те çавах пулĕ. Халĕ пултарулăх ертÿçипе Екатерина Ерилеевăпа вĕсене татах та лайăхрах хатĕрлесе çитерессишĕн çине тăратпăр. Репетицисем Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче иртеççĕ. Конкурс умĕн вара филармонире хатĕрленме тытăнăпăр. Кăçал «Чăваш пики» конкурса хутшăнакансем ытларах пуласси пирки систерчĕç – çавăнпа та питĕ хытă хумханатăп, хамăн çинче пысăк яваплăх пулнине туятăп»,– пĕлтерчĕ Анастасия. Наци апат-çимĕçĕн номинацийĕнче вăл жюри членĕсене хуран кукли, çÿхи, чăкăт тата сăра ас тивсе пăхма сĕннĕ. Юрă-кĕвĕпе туслă пулнине кура пултарулăх конкурсĕнче хăйне уйрăмах ăннине палăртать. Юрлать, фортепиано калать.
Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе тĕп хулара ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртекен «Чăваш пики-2016» конкурсра кăçал 27 чиперкке вăй виçесси паллă. Пĕлтĕр çак титул хуçине 18 пикерен суйланă. Ун чухне те район чысне Апаш пики – Анастасия Кириллова – хÿтĕленине аса илтерни вырăнлă. Республика шайĕнчи тупăшура вăл улттăмĕш пулнă.
Сăмах май
«Раççей Чăваш пики-2016» пĕтĕм çĕршыври VI конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕн «Çепĕç пике» ята Мария Васильева (Çĕньял ял тăрăхĕ) тивĕçнĕ. «Хÿхем пике» – Елена Романова (Атайкасси ял тăрăхĕ), «Ăс пике» – Елена Петрова (Тутаркасси ял тăрăхĕ), «Сăпайлă пике» – Ольга Федорова (Кÿкеç ял тăрăхĕ). Кÿкеç чиперкки Виктория Жукова вара «Куракансем кăмăлланă пике» пулса тăнă.
ТАТЬЯНА МАЙОРОВА