Сă­ма­хĕ пур та ĕçĕ çук

«Хи­сеп­лĕ ре­дак­ци, эпир ха­мă­рăн ну­ша­на пĕл­те­рес­шĕн. Пи­рĕн ял вар­рин­че – çыр­ма. Ун ур­лă каç­са çÿ­ре­ме 2000 çул­та çын­сем хăй­сен вă­йĕ­пе кĕ­пер ту­нăч­чĕ. Ун­тан­па чы­лай вă­хăт ирт­рĕ, вăл кивел­се та­йăл­чĕ, ни­кĕ­сĕ те па­лăр­мал­лах çĕр­чĕ. Ха­лĕ каç­са çÿ­ре­ме пи­тĕ хă­ру­шă. Ăна юсас е çĕн­ни­не тă­вас ый­ту­па Иш­лей ял тă­рă­х ад­ми­нист­ра­ци­не те­ми­çе те кай­нă. Я. Ку­шев каш­ни çул  тă­ват­пăр те­се шан­та­рать пу­лин те ый­тă­ва ха­лĕ те тат­са па­ман», – те­се çыр­нă çы­ру­ра Ку­рак Чу­ра­чăк ял çын­ни­сем, 20-ĕн алă пус­нă.

Çы­ру йĕ­рĕ­пе вы­рă­на çит­рĕ­мĕр. Çыр­ма пы­сă­ках мар яла икĕ пая пай­лать. 30 ыт­ла кил­те пу­рă­на­кан­сен  те­пĕр ен­не час-­ча­сах каç­са çÿ­ре­мел­ле, мĕн­шĕн те­сен ун­та – шкул, ме­ди­ци­на пунк­чĕ, ча­рă­ну… Çын­сем ха­лич­чен чи­пе­рех çÿ­ре­нĕ-­ха, ан­чах кĕпер юхăн­са пыр­са чăн­ни­пех те вĕ­сен умĕн­че йы­вăр ла­ру-­тă­ру кă­лар­са тă­рат­нă. Кĕр­кун­не пуш­шех те кан­сĕр, йĕ­пе-­са­пал­лă, пыл­чăк­лă çан­та­лăк­ра шу­са ÿк­се çыр­ма­на кай­нă тĕс­лĕх пĕр­ре çеç мар пул­нă. Иш­лей ял тă­рă­х пуç­лă­хĕ Я. Ку­шев пат­не пыр­са çын­сем час-­ча­сах ый­ту хус­кат­нă, кă­çал  Раç­çей Пре­зи­ден­чĕн суй­ла­вĕ умĕн пу­ху та йĕр­ке­ле­нĕ. Унта «2012 çул­хи ма­йăн 1-­мĕ­шĕ тĕл­не ка­çă ту­маш­кăн ст­рой­ма­те­риал­сем ил­се пыр­са па­рат­пăр»  те­се шан­тар­ни­не  ка­ла­са па­чĕç пу­хăн­ни­сем. Çын­сем пĕр­ле пу­хăн­са ĕç­не хăй­се­мех пур­нăç­ла­мал­ли­не ка­лаç­са та­тăл­нă, кир­лĕ ха­тĕр-­хĕ­тĕр­пе ва­ра ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕ ти­вĕç­тер­мел­ле пул­нă. Ан­чах шан­нă ка­йăк йă­ва­ра пул­ман…

Ла­ру-­тă­рă­ва уçăм­ла­тас те­се Яков Ку­шев­па тĕл пул­тă­мăр. «Ка­ма шан­тар­нă?» – ла­ру-­тă­ру­па пал­лаш­тар­нă хыç­çăн хĕ­рÿ­лен­се ка­лаç­рĕ. Вăл ка­ла­нă тă­рăх, кĕ­пе­ре  ни­мел­ле ту­ма па­лăрт­нă, ун­та пу­рă­на­кан­сем çын­се­не пу­хас­си­не, ĕçе йĕр­ке­ле­се ăна хă­çан тă­вас­си­не па­лăрт­сан ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕ çав вă­хăт тĕл­не ст­рой­ма­те­риал­па пу­лăш­мал­ла пул­нă-­мĕн. Яков Ку­шев пĕл­тер­нĕ тă­рăх, çын­сем çав ĕçе йĕр­ке­ле­мен. «Наян­сем», – те­сех ка­ла­рĕ вăл Ку­рак Чу­ра­чăк­ра тĕп­лен­ни­се­не. Ан­чах çап­ла ка­ла­ни­пе пĕр­ре те ки­лĕ­шес кил­мест, мĕн­шĕн те­сен ки­вĕ кĕ­пер­тен ин­çех мар эр­не каял­ла çын­сем хăй­се­мех пĕ­чĕк каç­ма ту­са ху­нă. Кун­та пу­рă­на­кан Р. Хра­мов ка­ла­нă тă­рăх, вăл вă­хăт­лă­ха çеç, çур­кун­не ейÿ вă­хă­тĕн­че ăна шыв илет. Çа­вăн­па та тĕ­рек­ли­не, вун-­вун çул чă­та­кан­нине тă­вас­шăн вĕ­сем. «Ни­кĕ­сĕ çи­рĕп ма­те­риал­тан, ка­лă­пăр, ти­мĕр­тен пул­сан пи­тĕ ла­йăх», – шу­хăш­не па­лăр­тать Ру­дольф  Те­рентье­вич.

Кун­сăр пуç­не та­та Я. Ку­шев кĕ­пер­тен ин­çех мар çыр­ма ур­лă транс­порт  каç­са çÿ­ре­мел­ли çу­ла вак чул сар­тарт­тар­ма та шан­тар­нă-­мĕн. Ан­чах сă­ма­хĕ пул­нă, ĕçĕ – çук. Çак çул та чы­лай йы­вăр­лăх кă­лар­са тă­ра­тать. Пыл­чăк­ра, хĕл­ле юр ларт­са кай­сан ун­тан ма­ши­нă­сем каç­са çÿ­рей­меç­çĕ, ирĕк­сĕ­рех вĕ­сен 1 ки­ло­мет­ра яхăн çав­рăн­са кай­ма тивет.

Кĕ­пер па­тĕн­че та­та пĕр япа­ла­на асăр­ха­рă­мăр: çыр­ма­ра – çÿп-çап ку­пи. Ахăрт­нех, ял­та пу­рă­на­кан­сем пур­те кил-­тĕ­рĕш­ри кая­шĕ­се­не кун­та ил­се кил­се тă­каç­çĕ. Çав­на май ял хĕр­рин­чи пи­тĕ хит­ре вы­рă­на ва­ра­лаç­çĕ. Тĕ­рĕс­си­пе, «Раç­çей Фе­де­ра­ци­йĕн­че вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лă­ха йĕр­ке­ле­мел­ли пĕ­тĕ­мĕш­ле прин­цип­сем çин­чен» фе­де­ра­ци за­ко­нĕ­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн ял­сен­чен каяш­се­не турт­тар­са ту­хас­си­не ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕн йĕр­ке­ле­се пы­мал­ла. Мĕн­шĕн çа­кăн­та çÿп-­çап ку­пи пул­ни пир­ки кал­лех Яков Ку­шев­ран пĕ­лес те­рĕ­мĕр. Вăл ка­ла­нă тă­рăх, çÿп-­çап вал­ли кон­тей­нер­сем выр­наç­та­рас­си­пе йы­вăр­лăх­сем сик­се тух­нă, çа­вăн­па вĕ­сем ял­та çук. Кая­рах çап­ла та хуш­са ху­чĕ: «Çа­кă  ял ха­лă­хĕн куль­ту­ри­не кă­тар­тать», – те­рĕ. Пуç­лăх ка­ла­нин­чен çак­на та пĕл­тĕ­мĕр: çÿп-­çап ку­пи­шĕн Иш­лей ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­не пĕр­ре мар те­ми­çе пин тен­кĕ шт­раф тÿ­лет­тер­нĕ. Çа­кăн хыç­çăн ва­ра ирĕк­сĕ­рех ый­ту çу­ра­лать: те­ми­çе пин тен­кĕ шт­раф тÿ­лич­чен каяш­се­не турт­тар­са ту­хас­си­не йĕр­ке­ле­сен çă­мăл­рах мар-­ши?

Çак ла­ру-­тă­ру­ра чăн­лăх туп­ма, пал­лах, çă­мăл мар. Ял тă­рă­х пуç­лă­хĕ­пе асăн­нă ял çын­ни­сен хуш­шин­че ăн­ла­ну пул­ман­ни тÿ­рех па­лă­рать. Вĕ­сем пĕр чĕл­хе ту­пас­са та­та ял­сен­че пу­рă­на­кан­се­не ка­нăç­сăр­лан­та­ра­кан ый­ту­се­не пĕр­ле тат­са па­рас­са тем пе­кех ша­нас ки­лет. Ку­рак Чу­ра­чăк­ра çыр­ма ур­лă каç­са çÿ­ре­мел­ли çи­рĕп кĕ­пер хă­çан пу­лать? Лапка-лапка шур юр çуса лартиччен лав вырăнтан тапранса ĕлкĕрĕ е çук – халь­лĕ­хе пал­лă мар.

(Тăван Ен 46№, ноябрĕн 23-29 мĕшĕ, 2012 ç.)

Лю­бовь Ман

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости