Сĕт антартăр тесен

— Часах ĕне пăруламалла. Вăл хăвăрттарах сĕт антарма тытăнтăр тесен мĕн тумалла?

Лидия АФАНАСЬЕВА, Ишлей

Алексей ХУНДИМИРОВ, выльăх тухтăрĕ (ветврач):

– Выльăх йĕркеллĕ пăруланă хыççăн пăрушне тăрантарас тĕллевпе хăех сĕт антарма тытăнмалла. Вăхăт иртсен сĕтеклĕ апатсем пани те усăллă пулĕччĕ.

Хăш чухне тин пăруланă ĕнен çилли шыçса ларать. Ун пек чухне пăрăвĕ сĕт ĕмсе, тĕке-тĕке çиллине çемçетет, ăна амăшĕнчен уйăрнă пулсан вара сăвиччен маларах массаж тумалла. Ятарлă маçпа сăтăрни те аван. Пĕр меслет те пулăшмасан вара ветеринар пулăшăвĕ кирлĕ – сăвас умĕн 15-20 минут маларах гормонлă препаратсемпе укол тумалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости