Сĕт йÿнелчĕ…

ЧР Ял хуçалăх министерствин сводкинчен республикăн пĕтĕм районĕнчи сутлăх хак самаях анни палăрать. Шупашкар тата кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕсенче хак иртнĕ уйăхрах 2-4 тенкĕ аннă, 13-14 тенкĕ шайĕнче тăрать.

Улатăр районĕнче 16 тенкĕ пулнă, 14 юлнă. Элĕк тăрăхĕнче те хака 2 тенкĕ чакарнă. Патăрьел тăрăхĕнчи предпринимательсем те сĕтшĕн 2-4 тенкĕ йÿнĕрех тÿлеме тытăннă.

Вăрнар енче хак 2-3 тенкĕ ÿкнĕ. Сĕте вырнаçтарма «Вурнары Завод СОМ» обществăпа Етĕрнери сĕт-çу завочĕ юнашарах. Апла пулин те Вăрнар енчи килти хуçалăхсенне те 13 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ. Йĕпреç районĕнче акă япăх мар хак тытса тăракан кооператив пур: 16 тенкĕпе пуçтарнă. Канаш енче сĕт пухакансем те ял-йыша 1-3 тенкĕ сахалрах тÿлеççĕ. Çапах та хака чакарас енĕпе «Молочная империя» кооператива пĕри те çитеймен: 6 тенкĕ! Сĕнтĕрвăрринчи Октябрьски райповĕ Куславкка районĕнче 5 тенкĕ катнă. Ыттисем хака 3-4 тенкĕ йÿнетнĕ. Каçал енчи хуçалăхсем апрельте кашни литра 15-17 тенкĕпе сутнă, майăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕсене 13-14,4 тенкĕ кăна тÿленĕ. Красноармейски тăрăхĕнчи килти хуçалăхсен сĕтне (майăн 15-мĕшĕччен 13 тенкĕпе туяннă), Хĕрлĕ Чутайсенне (12), Сĕнтĕрвăррисенне (12) – 2, Муркашсемпе (13) Вăрмарсенне (12-13) 1 тенкĕ йÿнетнĕ. Шăмăршăсен вăл 3-4 тенкĕ йÿнелнĕ пулин те, япăхах тееймĕн: 14-15. Çĕмĕрлесен – 2-4, Етĕрнесен – 1-3, Елчĕксен – 2-3, Тăвайсен 1 тенкĕ пĕчĕкрех, кашни литршăн 12-14 тенкĕ тÿлеççĕ.

Сăмах май

Республикăн агропромышленноç комплексне пулăшу кÿме кăçал 2 млрд 693 млн тенкĕ пăхса хунă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 11% ытларах.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости