Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Петр Деомидович Деомидовӑн ҫуралнӑ кунӗ (Анаткас Тӑрӑн). Вӑл аслӑ категориллӗ тухтӑр, медицина наукисен кандидачӗ. 1971 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑра профпатологи уйрӑмӗн заведующинче ӗҫленӗ. Клиника токсикологийӗ ҫинчен кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Ӑна «Хисеп палли» орденпа, «СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ.
Ҫав кунах Валерий Александрович Мочалов ҫут тӗнчене килнӗ (Анатри Макаҫ). Вӑл Тутаркасси вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Хыҫҫӑн пилӗк ҫул Хусанти артиллери маршалӗ М.Н. Чистяков ячӗллӗ ракета ҫарӗсен училищинче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хальхи вӑхӑтра отставкӑри подполковник.
ТЕ календарĕ
