ТЕ календарĕ

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Галина Федоровна Дмитриева библиотекарӗн ҫуралнӑ кунӗ (Тӑвай тӑрӑхӗнчен). Вӑл 1975 ҫултанпа Вӑрманкас ялӗн вулавӑшӗнче ӗҫленӗ.
Ҫав кун Валентин Константинович Константинов вӑрҫӑ ветеранӗ те кун ҫути курнӑ (Канаш тӑрӑхӗнчен). Вӑл автоматчик пулнӑ. Вӑрҫӑран 1949 ҫулта таврӑннӑ. Унтанпа 1985 ҫулччен ШӖМ органӗсенче ӗҫленӗ.
Ҫав кунах Людмила Георгиевна Павлова (Афанасьева) сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ (Колешша). Ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Вӑрман-Ҫӗктер ялӗн фельдшерпа акушер пунктӗнче, Саратов облаҫӗнчи Краснокутск районӗн больницинче ӗҫленӗ. Шупашкар хулинчи тӗрлӗ больницӑра медицина сестри пулнӑ. 2001 ҫултанпа ӗҫ ветеранӗ Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче вăй хурать. Ӗҫ стажӗ 48 ҫулпа танлашать.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Зоя Ивановна Кузьмина кун ҫути курнӑ (Патирек). Вӑл педагог. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. Хыҫҫӑн направленипе Кемĕр облаҫӗнче ӗҫленӗ. 4 ҫултан тăван тăрăха таврӑннӑ. 1962 ҫултанпа вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар шкулӗнче нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости