Уроксем вĕçленчĕç те аслă классенче вĕренекенсем акт залне пухăнчĕç. Унта кĕçех кĕркуннене халалланă уяв пуçланчĕ.
Малтан ачасем конкурссене хутшăнчĕç, тĕрлĕ пахча çимĕçпе паллаштарса вĕсен усăллă енĕсене палăртса хăварчĕç. Çимĕçсенчен хăйсем тĕллĕн ăсталанă теттесене кăтартрĕç, куракансене килте хатĕрлесе килнĕ апат çимĕçпе хăналарĕç. Тĕрлĕ тупăшусем иртрĕç – банана алăпа тытмасăр çисе ямалла, пĕр чашăка хутăштарнă риспа хуратул кĕрпине хăвăрт суйламалла, урайне сапаланă пĕр витре çĕр улмие хупланă куçсемпе нумайрах пуçтарма тăрăшмалла. Акă, çĕнтерÿçĕсем паллă пулчĕç те: 9-мĕш класри Вадим Григорьевпа Володя Иванов тата 6-мĕш класри Настя Костина. Кĕркунне çинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсем, сăнаса пынисем, сăвăсем янăрарĕç. Чи илемлĕ те килĕшÿллĕ кĕр костюмĕ 9-мĕш класра вĕренекен Настя Григорьеван пулчĕ. Савăнăçлă каç «королеви тата королĕ» хисеплĕ ята 5-мĕш классри Лена Петровапа Коля Павлов тивĕçрĕç. Г. Григорьевапа С. Иванова поварсем пурне те тутлă кукăльпе хăналарĕç.
Юлашкинчен жюри членĕсем çиччĕмĕшсем – I, пиллĕкмĕшсем – II, тăххăрмĕшсем – III вырăн йышăннине пĕлтерчĕç.
Уява биологи, хими вĕрентекенĕ Е. Г. Федорова йĕркелесе ертсе пычĕ. Кашни ачана пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ. Çакăнпа кĕрхи уяв вĕçленчĕ. Ачасем хаваслăн киле саланчĕç.
НАСТЯ ИЛЬИНА, ТĂРĂН ШКУЛĔ, 5-МĔШ КЛАСС.