Йăлари хытă каяшсене тиесе тухасси тата тирпейлесси паян республика çыннисене чăннипех те калаçтарать. Ку ыйтăва Чăваш Ен Правительстви тĕрĕслесе тăрать. Унпа çыхăннă самантсене республика Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен планеркăра сÿтсе явнă.
Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районĕнче пурăнакансен надбавкăпа пĕрле 2017 çулхи çур çулта тоннăшăн 2062,33 пин тенкĕ тÿлемелле, иккĕмĕш çур çулта – 2086,67 тенкĕ. «Управление отходами» ЗАО тивĕçтерекен пулăшушăн тарифсене çакăн пек шайра çирĕплетнĕ. ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова каланă тăрăх, каяшсене пухса илсе тухасси пирки управляющи компанисем те, ахаль çынсем те йышлăн ыйтса шăнкăравлаççĕ. Пĕр кубла метршăн пурте пĕр пек – 500 тенкĕ – хак çирĕплетнине кура вĕсем предприятисем тата каяша илсе тухакансем каварлашнă тесе шухăшлаççĕ. Унччен вара хак çакăн пек виçешĕн 200 тенкĕпе танлашнă. «Кубла метрпа шутласан вăл 340 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Çакăнпа пĕрлех çурт-йĕре тытса тăнăшăн тÿлев граждансемшĕн 6% çеç ÿсмелле, коммуналлă пулăшу квитанцийĕсенче – 1,5%-ран ытла мар», – ăнлантарнă Марина Кадилова. Ведомствăра хака сăлтавсăр ÿстернĕ тесе шухăшлаççĕ.
Михаил Игнатьев çÿп-çап тиесе тухасси паян «тупăшлă бизнес» пулнине палăртнă. «Пирĕн тĕллев – унăн утилизацине закона çирĕп пăхăнса, республика çыннисен интересĕсене, экологи лару-тăрăвне сывă сыхласа хăварассине тĕпе хурса йĕркелесси», – тенĕ Пуçлăх.