Çурта улăштарма тиврĕ. Сĕтел-пукана илсе тухнă хыççăн Турă ум кĕтессинчи турăш тĕлĕнче чарăнса тăтăмăр. Ăна пĕрле илсе каймаллаччĕ-ши, е хăварсан лайăхрах пулатчĕ-ши?
Богдановсем, Çатра-Хочахмат
Николай атте, Шупашкар район благочиннăйĕ, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Кил-çуртри сĕтел-пукан, ытти харпăр япала пекех, турăш та сирĕн пурлăх шутланать. Куçса кайнă чухне ăна та пĕрле илсе тухмалла. Турă умĕн кĕтесĕнчен илес умĕн çурта çутмалла. Пурăнмалли кĕтесе, турăш вырăнне улăштарма тивнĕшĕн каçару ыйтса хăвăр сăмахăрсемпе, ăшра каламалла. Çакна валли ятарлă кĕлĕ çук. Çурта çуннă хушăра турăша таса ал шăллипе тытса илмелле, çĕнĕ çурта кĕричченех тĕллĕ çĕрте тытмалла.