Турă пилĕпе пĕрлешмелле

Венчете тăмасăр пĕрлешнĕ кирек мĕнле çемье те çылăхлă-и?

Галина ПАВЛОВА, Лапсар

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Кунашкал çемье çылăхлă е çылăхсăр тесе çирĕплетсе калама çук паллах, анчах та православи тĕнне ĕненекенсен йĕркипе венчете тăрса пĕрлешнĕ мăшăрсем кăна чăн çемье шутланаççĕ. Урăхла каласан: таинство пулса иртет, лайăх пурăнмашкăн вĕсене Турă пил парать, хăйĕн хÿттине илет. Енчен те Турă хушнă правилăсемпе пурăнатăр тăк венчете тăмаллах. Тепĕр хут аса илтеретĕп: чиркÿре мăшăрлану тумашкăн вара пĕрлешнине çирĕплетекен свидетельство кирлех.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости