Турă хăвачĕпе

Юлашки çулсенче социаллă сферăпа экономикăра кăна мар, тĕн пурнăçĕнче те ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Çĕнĕ чиркÿсем çĕкленнине, православи тĕнне ĕненекенсем час-часах чиркÿсене çÿреме пуçланине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Ку енĕпе Шупашкар районĕнче те палăрăмлă пулăмсем пулса иртеççĕ. Сăмахран, Ишек чиркĕвне çĕклеççĕ, Тăрăнти храма «чĕртсе» тăратас ĕçсем пыраççĕ…

Матрона «килнĕ»

Православи тĕнне ĕненекенсен йышĕнчен Матрона çветтуй пирки илтмен çын çук та пулĕ. Унăн ырă ячĕ тахçанах халăх хушшинче сарăлнă. Вăл çынсене йывăр вăхăтра пăрахмасть. Тĕрлĕ кăткăс лару-тăрăва лексен пулăшу ыйтмашкăн ун патне, тĕрĕсрех, унăн турăшĕ тата çĕрмен ÿт пайĕсем çывăхне пырса йăлăнаççĕ. Чун-чĕререн тархаслакансене Матрона пулăшатех теççĕ. Çакăн пирки йывăрлăхра пулнă, çветтуйран пулăшу ыйтнă çынсем хăйсем каласа панине илтнĕ. Çĕр çинче пурăнакансем тархасланине илтсе вĕсене алă тăсса паман тăк ун патне пырас текенсем чиркÿ умĕнче темиçе çухрăма тăсăлакан черет йĕркелес те çукчĕ ĕнтĕ. Çакна Мускаври Пукрав мăнастирĕнче тата темиçе çул каялла Матронăн ÿт пайĕсене Шупашкарти Татияна çветтуй чиркĕвне илсе килсен куçпа курсах ĕненнĕччĕ. Акă нумай та вăхăт иртмерĕ, çветтуйăн çĕрмен ÿт пайне Тăрăнти Грузинский Турă Амăшĕн чиркĕвне илсе килчĕç. Яланлăхах! Çакăн пек йышăну тумашкăн Чăваш Митрополичĕ Варнава пил панă. Хыпара илтсен таврари ялсенче пурăнакансем чиркÿ çулне такăрлатнă кăна. Çветтуйăн ÿт пайне илсе килме пулăшакан Виктор пĕлтернĕ тăрăх, малтанах, июнь уйăхĕнче, çынсем храма чылайăн пынă, юлашки вăхăтра вара сайра хутра çеç. Турра ĕненекен калаçăвĕнчен çакна та ăнлантăмăр: кунти чиркÿ кирек хăш вăхăтра та çынсене йышăнма хатĕр. Чи кирли – вĕсен чун туртăмĕ кăна пултăр. Хальхи вăхăтра чиркĕве чĕртсе тăратас енĕпе ĕçсем пыраççĕ. 200 çул каялла хута кайнăскерĕн алăкĕ çине ĕмĕрлĕхех çăра çакасшăн мар иккен. Йышăнмалла, тĕллеве пурнăçламашкăн сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ, темиçе млн тенкĕ таранах. Паянхи кун тĕлне кунта кантăксене ылмаштарнă, ĕçсем малалла пыраççĕ. Виктор калашле, Турă пулăшсан чиркÿ хута каятех.

Купол вырнаçтарчĕç

Иртнĕ эрне Турра ĕненекенсемшĕн тепĕр пулăмпа та асра юлчĕ. Христос çуралнă ятпа хисепленекен Мăналти чиркÿ тăррине купол хăпартрĕç. Çакăн валли ятарласа кран тупнă. Купола ялтах ăсталанă. Вадим иерей каланă тăрăх, ĕçсене пĕтĕмпе тенĕ пекех ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе пурнăçланă. Чиркĕвĕн ытти куполне те улăштарасшăн кунта, анчах, паллах, пĕр харăс мар, укçа-тенкĕ пухăнса пынă май. «Тăррине те çĕнетмелле», – пĕлтерчĕ Вадим иерей. Юсав ĕçĕсене кунта икĕ çул каялла пуçланă, чÿречесене улăштарнă, алăксем лартнă. Чиркÿпе юнашарах вырсарни шкулĕ çĕкленет, ăна çитес çул туса пĕтересшĕн. Вырăнти шкулта тĕн культурипе уроксем ирттерекен Ольга Майорова каланă тăрăх, вырсарни шкулне ачасем кăмăлпах çÿреççĕ. Вĕсем пурĕ вуннăн.

1908 çулта хута кайнă чиркÿ таврара пурăнакансемшĕн кăна мар, хула, кÿршĕ район çыннисемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ иккен. Çынсем ытларах Мăналтан мар, юнашарти ялсенчен çÿреççĕ-мĕн. Акă Муза Михайлова Шупашкартанах килет. «Турă хăвачĕ кунта туртать мана, çавăнпа çÿретĕп те, темшĕн урăх çĕре каяс килмест», – туйăмĕсене пытармасăр каласа пачĕ хĕрарăм. Çынсем кунти чиркĕвĕн хăватне шанаççĕ, çавăнпа килеççĕ те. Вĕсене вара Турă пулăшатех.

Сăмах май

Мăналти чиркÿре купол хăпартнă çĕре райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, Шупашкар район благочиннăйĕ Николай атте хутшăнчĕç.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости