Туслăх кĕперĕ çирĕп

Республика кунĕ умĕн Чăваш Ен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчен хăнасене йышăнсах тăрать. Ĕнер Китай Халăх Республикинчи Аньхой провинцийĕн Сычжоуски опера театрĕн коллективĕ Шупашкар районĕнче те пулчĕ.

26 çынран тăракан Китай коллективне Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей умĕнче Шĕнерпуç ял клубĕн «Шĕнер» ансамблĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чăваш çăкăр-тăварĕпе техĕмлĕ сăрине ас тивнĕ хыççăн хăнасем музея иртрĕç. Райадминистрацин культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова Раççейпе Китай хушшинчи туслăх кĕперĕ çирĕпленсех пынине палăртрĕ.

Хăнасем музей экспозицийĕсемпе паллашнă чухне фотоаппаратпа телефонсене алăран ямарĕç, кăсăклантаракан пур япалана та сăнласа хăварма тăрăшрĕç, селфи турĕç. Пирĕн ентешĕн Георгий Фомиряковăн куравĕпе паллашнă хыççăн Никита Бичурина халалланă экспозицисене те кĕрсе курчĕç вĕсем. Китай çыннисене Иакинф атте ăсчах пурнăçĕпе ĕçĕсем уйрăмах кăсăклантарчĕç, музейри «Асамлă Китая çул çÿрени» клуб ĕçĕ-хĕлĕ пирки те пĕлчĕç хăнасем. Уçă пĕлĕт айĕнчи чăваш картинче «Шĕнер» ансамбльпе пĕрле ташша та ячĕç, Бичурин садне те кĕрсе курчĕç. Ĕнерех «Бичурин тата хальхи самана» музейра Гуанчжоу провинци хăнисем те пулчĕç.

Çак кун Аньхой провинцийĕнчи Сычжоуски опера театрĕн коллективĕ Чăваш патшалăх культура тата искусство институтĕнче, çавăн пекех Çĕмĕрле хулинчи «Восход» культура çуртĕнче концертпа пулнине палăртни вырăнлă. Паян вара Шупашкарта Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн XXV фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнаççĕ.

Республика кунне халалланă чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри – «Регионсем – чикĕсĕр хутшăну» регионсен хушшинчи XXIV курав – июнĕн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарта иртет.

Ăна «Контур» суту-илÿпе курав центрĕнче йĕркелĕç. Июнĕн 23-мĕшĕнче курава официаллă майпа уçаççĕ. Фейерверксен халăхсен хушшинчи фестивалĕ Шупашкарти залив хĕрринче 10-мĕш хут иртет. Вăл июнĕн 23-24-мĕшĕсенче 23:00 сехетре пуçланать. Хĕрлĕ лапамра иртекен «Акатуй» уявне 18 регионтан 27 пултарулăх коллективĕ тата Беларуç Республикинчен пĕр коллектив килсе çитĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Амăшĕн монуменчĕ умĕнче Раççейĕн пĕрлĕхлĕ ача-пăча хорĕ юрлать. Хора хутшăнакансене çĕршыври 32 регионтан кĕтеççĕ. Пĕтĕмпе вĕсем 432-ĕн пулĕç. Çав шутра 20 ача – Шупашкар районĕнчен.

Сăмах май

Республика кунне Раççейри 30 регионтан тата чикĕ леш енчи 9 çĕршывран представительсем хутшăнĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости