Тутарсене пытарнă имĕш…

Чи илемлĕ вырăн тĕнчере – эпĕ çуралнă тавралăх. Хамăра кун-çул пилленĕ атте-анне пекех хаклă вăл пирĕншĕн. Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли мĕн пултăр тĕнчере? Эпир унта ÿсетпĕр, шкула çÿретпĕр, ĕçе хăнăхатпăр, обществăна юрăхлă çын пулатпăр.

Ăçтан пуçланнă-ха Тутаркасси? Ăçтан унăн тĕп тымарĕ? Тутаркасси пуçланса кайни çинчен çынсем тĕрлĕрен калаççĕ. Ваттисем пĕлтернĕ тăрăх, кунта тахçан тутарсене пытарнă, çавăнпа та яла «Тутаркасси» ят панă имĕш. Унăн вырăсла ячĕ – «Атлашево».

Тутаркасси поселокĕ 1965 çулта пуçланса кайнă, 1978 çулта ăна «Новое Атлашево» теме пуçланă. Тĕп урамăн сулахай енче – икĕ хутлă, сылтăм енче нумай хваттерлĕ виçĕ хутлă çуртсем лараççĕ.

1970 çулта сакăр çул вĕренмелли икĕ хутлă шкул уçнă. Тепĕр тăватă çултан ăна 10 класлă туса хунă. Каярах, 1983 çулта, виçĕ хутлă çĕнĕ шкул уçнă.

Çĕнĕ Тутаркасси çулсерен пысăкланса пырать. Унта больница, садик пур. Нумаях пулмасть кунта ача-пăча вылямалли парк тата икĕ хутлă клуб уçрĕç. Тутаркасси шкулне асфальт сарнă шоссе илсе çитерет. Пирĕн кунта капăр шкул ларать. Унăн территорийĕнче палăк пур. Ăна Афган вăрçинче пуçĕсене хунă икĕ каччă – Владимир Венедиктович Кудряшов тата Олег Иванович Иванов – ячĕпе уçнă. Вĕсене эпир яланах асра тытатпăр. Палăк таврашне тирпейлесе тăратпăр.

Юрататăп эпĕ Тутаркассине, унăн улăхĕсене, юхан шывне, ача-пăча паркне, шкулне… Таçта-таçта çитсен те, темĕнле илемлĕ вырăна кайсан та тăван кĕтес каялла хăйĕн патне чĕнсе илет, чун тăван кĕтесех туртать.

ВЕРА ИВАНОВА, 9-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости