Тăрăнсем культура вучахне кĕтеççĕ

Чăрăшкасси ял тăрăхĕ – райцентртан аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсенчен пĕри. «Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проекта малалла тăсса нумаях пулмасть унта çитсе куртăмăр. Ялсенчи пурнăçпа паллашрăмăр, çынсемпе курнăçрăмăр.

Çулсем

Чи пĕрремĕш асăрханă пулăм – çулсем япăххи. Ытти чухне, калăпăр, çулла е хĕлле, çакă питех куçа тăрăнман та пулĕччĕ-и тен, халĕ юр ирĕлнĕ, шыв кайнă вăхăтра вара çитменлĕх аванах палăрчĕ. Çынсем те ун пирки уççăнах калаçрĕç. Акă Шуркасси ялĕ. «Солнечная» урампа кĕме тытăнатăн та тăп чарăнатăн, малалла – пылчăк. «Çуркунне-кĕркунне урампа иртме те çук», – çăмăл машинине ял пуçне лартса хăварса калаçкаласа иртрĕ çамрăк мăшăр. Çул ыйтăвĕ кунта çеç çивĕч мар. Чылай яла çитрĕмĕр – çакăн евĕр ÿкерчĕк куç тĕлне тăрăнчĕ, Лепетерте, Энтимĕркассин хăш-пĕр урамĕнче, Ишлейкассинче, Тойтерекре. Çул-семпе çыхăннă çивĕч ыйту пуррине вырăнти пуçлăх Виталий Павлов та йышăнать. «Кăçал Шуркассинчи «Солнечная» урамра вак чул сармашкăн ял тăрăх бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăх-са хутăмăр, тăршшĕ – 300 м ытла», – пĕлтерчĕ вăл пире. Кунсăр пуçне тата Энтимĕркассин-чи «Советская» урамра 200 м çул тума планланă. «Укçа-тенкĕ енчен май пулсан ытти çĕрте çул сарма та хирĕç мар», – малалла шухăшне пĕлтерчĕ пуçлăх. Çивĕч ыйтăва ерипен-ери-пен татса пама тĕллевлет вăл. Акă виçĕм çул Хăймалакассинчи «Нижняя» урамра 400 мет-ра яхăн вак чул сарнă пулнă. Çакăн евĕрлĕ ĕçех «Шупашкар-Элĕк» автоçултан Чăрăшкас-синчи Гагарин урамне çитиччен туса ирттернĕ, халĕ унта 400 метра яхăн хытă сийлĕ çул пур. Ÿркенменнисем вара килĕ умĕнчи лаптăка та пулсан хытă сийлĕ çулпа витме тăрă-шаççĕ. Тĕслĕхрен, хăймалакассисем пĕлтĕр чул ванчăкĕсем сарнă. Лепетерта акă шыв-шур кайса пĕтессе кĕтеççĕ, кирпĕч ванчăкĕсене михĕсене пухса хунă ĕнтĕ, типсессĕн вĕсемпе çула витĕç.

Çулсене юртан уçса тăрассипе ку хĕлле чăрмавсем пулман-мĕн. Пуçлăх каланă тăрăх, икĕ предприниматель хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна ял çыннисем курса ĕненнĕ, ахальтен мар ĕнтĕ очетлă пухура ырăпа асăннă.

Çÿп-çап… ялан калаçтарать

Чылай ял тăрăхĕнче хытă каяшсене турттарса тухас ыйту çивĕччисенчен пĕри пулса тă-рать. Паллах, эпир те Чăрăшкасси ял тăрăхне çитсен çакăнпа кăсăклантăмăр. Чăрăшкассине пырса кĕрсен тÿрех 4 контейнера асăрхарăмăр, вырăнти администрацирен инçе мар вĕсем, Чапаев урамĕнче – 2, «Молодежная» урамра — 2. Кунсăр пуçне тата Вăрманкас Тăрăнта икĕ контейнер пур. Тăрăн çăви çывăхĕнче тата 3 контейнер. Ял çыннисенчен çÿп-çапа ăçта хуни пирки ыйтсан тĕрлĕрен хуравларĕç: «Пĕтĕмпех çунтаратăп», «Хам тиесе тухса ятарлă вырă-на пăрахатăп». «Ниçта та пăрахмастăп, мĕншĕн çут çанталăка варалас?!» – тесе хуравлакан та тупăнчĕ, унăн кил-тĕрĕшĕнче хытă каяш пачах та çуккине ĕнентересшĕн пулчĕ вăл пире. Нумайăшĕ çÿп-çапа ăçта май килет – çавăнта пăрахни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ахальтен мар Тăрăнти пĕр урам вĕçĕнче, çырмапа юнашар, хăма çине пысăк сас паллисемпе «Çунакан мусорсене килĕрте çунтарăр» тесех çырса хунă.

«Ялсенче мĕншĕн контейнерсем вырнаçтармастăр?» – ыйтупа тухрăмăр ял тăрăх пуçлăхĕ патне. «Çынсем хытă каяшсене турттарса тухнăшăн укçа пухма хирĕçлени чăрмав кăларса лартать», – ăнлантарчĕ Виталий Павлов. Вăл каланинчен çакна пĕлтĕмĕр: вырăнти адми-нистраци контейнерсем туянса ялсенче вырнаçтарма хирĕç мар. Кăçал тата 10 контейнер туянма планланă. Йышăнмалла: ыйтăвĕ çивĕч. Ăна татса парассине малашне те пухусенче халăхпа сÿтсе явма тĕллев лартнă.

Шывсăр аптăрамаççĕ

Ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе мĕнле лару-тăру-ха ялсенче? Кун пирки те ыйтрă-мăр. Пĕтĕмĕшле илсен, ÿпкев нумай пулмарĕ. Чăрăшкассисем калашле, вĕсен шывпа йы-вăрлăхсем çук. Анаткас Тăрăнта пурăнакан пĕр мучи ял тăрăх пуçлăхне ырăпа асăнчĕ: «Пĕл-тĕр башньăри насус çунса кайнăччĕ, вăрăма тăсмарĕç, çийĕнчех улăштарчĕç». Тăрăн сали-не час-часах килсе çÿрекен дача хуçи кăна кăшт ÿпкелешрĕ, 10-15 çул каяллах шыв пăрăхĕсем тăсма шантарнă имĕш. Шыва вĕсем çăлран йăтаççĕ. Ку ыйтăва вырăнти пуçлăх çапла ăнлантарчĕ: «Килсерен тенĕ пекех çăл пур, шыв кĕртмешкĕн проект туса хума планланă эпир». Шывпа çыхăннă кăлтăксене ерипен-ерипен пĕтерни пирки те каласа пачĕ. Сăмахран, Тойтерекре ыйту çивĕч пулнă, уйрăмах çулла. Виçĕм çул ял фермин скважининчен шыв пă-рăхĕсем хывнă, 2014 çулта вара шыв пусăмне автоматика мелĕпе тытса тăракан хатĕр выр-наçтарнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ – халĕ кашни килтех шыв пурри. Лепетерти Ча-паев урамĕнчи башньăра та çакăн евĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Виталий Павлов каланă тă-рăх, ял тăрăхĕнче 18 скважина ĕçлет. Вĕсене «сăн» кĕртес тĕллев те пур, пĕлтĕр акă Чăрăш-кассинчи икĕ башньăна сăрланă.

Пухăнма вырăн çук

Этем тени ĕçе кайнипе, кил-тĕрĕшре тăрмăшнипе кăна пурăнмасть, уншăн чун апачĕ те па-ха. Халăх уявсенче ăçта пухăнать? Паллах, клубра. Ку енĕпе Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи ха-лăха ăнман тесен те йăнăш пулмĕ. Çынсен ÿпкелешĕвне пирĕн те илтме тÿр килчĕ. Энти-мĕркассинчи Сергей Смирновăн пурнăçĕ пĕтĕмпех çителĕклĕ темелле. «Шыв, газ, киле çи-ти çул пур, тата мĕн кирлĕ?» – калаçрĕ вăл савăк кăмăлпа. Шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те: «Клуб пулсан лайăхчĕ» – тесе хушса хучĕ. Тахçан ĕлĕк кунта та культура вучахĕ пулнă теççĕ. Куль-тура çурчĕ Чăрăшкассинче çеç, пысăк ял тăрăхĕшĕн паллах вăл кăна çителĕксĕр. Кăçал акă Вăрманкас Тăрăнта клуб тума палăртнă. Вăл хута кайсан мĕн тери савăнĕччĕ ĕнтĕ таврари халăх. Мĕнех, вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах.

Хаклав

Георгий ЕГОРОВ, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ:

– Чăрăшкасси ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе нумай ĕç туса ирттерчĕç. Усă курман пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарас енĕпе тĕллевлĕн тăрăшрĕç. Çĕр лаптăкĕсене аукцион урлă сутса ял тăрăх бюджетне 2 млн тенке яхăн укçа-тенкĕ кÿчĕç, çакна та курăмлă ĕçсен шутне кĕртмелле.

Тойтерек ялĕнче шыв кĕртни вара çынсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ял тăрăх бюдже-чĕн укçи-тенкипе усă курса перекет мелĕпе 800 м пăрăх хурса шыв кĕртрĕç.

Ытти ĕç те сахал мар пурнăçларĕç. Сăмахран, Чăрăшкассинче общество транспорчĕ валли чарăну вырнаçтарчĕç, «Шупашкар-Янăш» маршрутпа çÿрекен автобуса Чăрăшкассине кĕр-се тухмалла турĕç, палăксене юсарĕç.

Сёмах паратпăр

Виталий ПАВЛОВ, Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне тунă кăтарту тăрăх, 220 çĕр пайне (485 га) муниципалитет харпăр-лăхне регистрацилерĕмĕр, ку – пĕтĕмĕшле çĕр пайĕсен лаптăкĕсен 15%. Хăш-пĕр участока суд урлă харпăрлăха куçарма тиврĕ, 79 пайăн хуçисем вара вĕсене хăйсен ирĕкĕпех пачĕç. Пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕç малалла пырать.

Кирек мĕнле ĕçе те хастар хутшăнма тăрăшакан ял çыннисенчен лепетерсене тата чăрăш-кассисене ырăпа асăнас килет. Сăмахран, Лепетер ялĕнче çынсем питĕ туслă, субботник йĕркелемелле-и, ытти ĕç тумалла-и е тата спорт мероприятийĕ ирттермелле-и, вĕсем кар тăрса пурте пĕрле тухаççĕ. Ку ĕçре старостăсен Владимир Николаевăн, Алексей Васильевăн тÿпи те пысăк.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости