Тăрăшуллисем пирĕн те пур

Ноябрь уйăхĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ. Ыйтусене 7, 8, 9-мĕш класс ачисем валли хатĕрленĕ.

Тутаркасси вăтам шкул ачисем те олимпиадăна савăнсах хутшăнчĕç. Палăртнă вăхăтра интернетпа ыйтусене хуравларăмăр. Людмила Михайловна Васильева вĕрентекен лайăх пĕлÿ панăран, ачасен тăрăшулăхне кура пирĕн шкултан та малтисен ретне тухакансем пулчĕç: Николай Алексеев, Дмитрий Агапов, Лиана Петрова, Кристина Михайлова, Анастасия Алексеева.

ЛИАНА ПЕТРОВА, 9-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости