«Тĕтĕм кăларса» ташлаççĕ

«Хамăра хамăр савăнтармасан пире кам савăнтарĕ?» – теççĕ Шорчекасси ял клубĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем. Вĕсен сăмахĕсенче тĕрĕслĕх пурах.

Туслă та ăста йыш

Хăçан, кам пуçарнипе кун çути курнă «Çеçпĕл»? Çакăн пирки пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем хаваспах каласа параççĕ. Чи малтанах, 2002 çулта, Валерий Никитин тăрăшнипе ачасен ансамблĕ йĕркеленнĕ. Ятне те пĕчĕккисем хăйсемех шыраса тупнă – «Çеçпĕле» килĕштернĕ. Юрри-ташшипе палăрса пĕр çул хайхисем Мускаври Акатуя та çитсе килнĕ. Аслисен ушкăнĕ вара кăшт каярах, 2004 çулта «çуралнă».

Паянхи кун вырăнти артистсем эрнере 2 хут шкул çуртĕнчи пÿлĕме пухăнса юрăсем вĕренеççĕ, репетицисем ирттереççĕ. Хĕрарăмсем юрă-ташăпа кăна мар, «ылтăн» алăллă пулнипе те палăрса тăраççĕ. Пĕр-пĕр ал ĕçĕ илеççĕ те паян пĕрин патĕнче, тепĕр кун – теприн патĕнче пухăнаççĕ. Ал ăстисем хăй вăхăтĕнче халăх умне концертпа тухмалли кĕпесене те хăйсемех çĕленĕ, хушпу-тухйине те ăсталанă. Туслăх хуçаланать пысăках мар йышра, пур пысăк ĕçе те пĕрле пурнăçласси йăлана кĕнĕ. Çуллахи кун пахчари утта çулса типĕтмелле-и е çĕр улми чĕрмелле-и – нимелле пĕр-пĕрне пулăшасси йăлара. Кил-çурта хăтлăх кĕртесси те шăл çемми вĕсемшĕн, акă, нумай пулмасть Тамара Павловăна обойсем çыпăçтарма пулăшнă, черетре – Калисса Павлова кил-çурчĕ.

Ваттисене те, çамрăккисене те хавас

Шемшер ял тăрăх артисчĕсен ретĕнче хальлĕхе 12 çын. Вĕсем – вăхăт тĕрĕсленисем, фольклор ансамблĕ кун çути курнăранпа хăйсен пурнăçне пĕр тĕвве çыхнисем. Çĕнĕ çынсем те хутшăнсах пыраççĕ, акă, нумай пулмасть туслă йышра Юрий Ямбиртов параппанçă вырăн тупнă. Çамрăксем те уçă сассисемпе юрăсене çĕнĕ сĕм кĕртеççĕ.Чи яшши – 25-ри Николай Николаев. Вăл юрлама та, музыка инструменчĕсемпе выляма та ăста. Ушкăнти кашни çын хăйне евĕрлĕ, вĕсен пултарулăхĕ иксĕлми – нумай пулмасть хайхисем качака тирĕнчен параппан та ăсталанă.
«Çеçпĕлсем» районта пĕрремĕш хут кино ÿкерекенсем те. Темиçе çул каялла культура ĕçченĕсен презентаци кăтартмалла пулнă. Çак ĕçе вырăнти артистсем пуринчен лайăхрах пурнăçланă – сценари çырса вăрçă çулĕсенче улах ларнине, салтаксене валли ăшă япаласем хатĕрлени çинчен кино ÿкернĕ.

Маххă паман

Фольклор ансамблĕн артисчĕсен районта çитмен вырăн юлман-тăр. Районта кăна-и, вĕсене республикăра та лайăх пĕлеççĕ, тĕрлĕ культура мероприятине йыхравлаççĕ. Акă, 2 çул каялла «çеçпĕлсем» Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче чăваш халăх делегацийĕпе Мускаври митинга та хутшăннă. Ĕлккен тумтирлĕскерсене малти рете тăратнă. Маххă парас мар тесе тăрăшсах чăваш ташши çаптарнă «çеçпĕлсем»! «Юнашар пыракан Дагестан çĕршыв çыннисем те чăтса тăраймарĕç – чăваш ташшин кĕввипе лезгинкăна çаптарчĕç кăна! Тĕтĕм кăларчĕç кăна хайхисем!» – икĕ çул каяллахи паянхи пекех куç умĕнче артистсен.
Пăшăрхантараканни те пур фольклор ушкăнне çÿрекенсемшĕн – тухса çÿреме транспорт тупма кансĕрри. Тăванĕ-пĕлĕшĕсенчен пулăшу ыйтма, бензин хакне хăйсен кĕсйисенчен саплаштарма лекет. Клуб çуккине пула шкулти пĕр пÿлĕмре пухăнаççĕ артистсем. Хăрушсăрлăх правилисемпе вара шкулпа ача сачĕсене ют çынсен кĕрсе çÿреме юрамасть. Эппин, фольклор ансамблĕн пуласлăхĕ умĕнче пысăк ыйту палли тăрать. Çак ыйтусене татса парасса, пулăшу кĕтсе илессе шанаççĕ шорчекассисем.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости