Нумаях пулмасть хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тунă спорт ветеранĕ Александр Михайлович çинчен сăмах хускатсан çапла шÿтлесе калаççĕ юлташĕсем. Вăтам пÿллĕ те чăваш чĕриллĕ çыннăмăра Чăваш çĕршывĕнче спорта юратакансем пурте аван пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăрăм дистанцисене чупас енĕпе вăл СССР шайĕнче те палăрнă.
Сентябрь уйăхĕнче Шупашкар хулинче тахçанах йăлана кĕнĕ «Советская Чувашия» хаçатăн куçса çÿрекен кубокĕшĕн пыракан эстафетăна курма пиншер хула çынни пухăнать. Ăмăрту пуçланасса кĕтсе тăракан самаях çÿçĕсем кăвакарнă ватăсем хушшинче Александр Михайлов та пурччĕ. Вăл часах 80 çул тултарассине пĕлсе ытларах ун пирки калаçу пыратчĕ. Ун пирки шÿтлесе пĕри çапла каларĕ: «Вăрăм дистанцие чупма çăмăлтарах пултăр тесе ăмăрту пуçланиччен вăл 2-3 кун апатне сахалрах çинĕ, пĕвĕ лутрарах юлтăр тесе тĕрлĕ эмел ĕçнĕ – çавăнпа яланах мала тухнă…»
Çĕрпÿ районĕнчи Елаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Виçикасси шкулне яланах çуран çÿренĕ, ытларах чухне çарранах. Вăрçă çулĕсенче килти, колхозри ĕçсене тăрăшса пурнăçланă, тантăшĕсем хушшинче тĕрлĕ вăйăсене йĕркелесе яраканĕ пулнă. Салтак ячĕ тухиччен Чапаев ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Салтак тумне тăхăнсан кĕçĕн командирсен курсне ăнăçлă пĕтерсе танк полкĕнче старшина ĕçне пурнăçланă, спортпа туслашса кайнă. Хĕсметрен таврăнсан Ял хуçалăх институтне пĕтерсе пединститута вĕренме кĕрет. Шупашкар шайĕнче иртекен пĕр ăмăртуран та юлман. Эстафетăллă тупăшусенче Александр Михайлов командăра яланах е чи малтан, е чи кайран чупнă. Пурте Александр ăмăртăва хутшăнсан кубок ял хуçалăх студенчĕсен аллинче пуласса шаннă.
Çамрăк Александр РСФСР шайĕнчи ялти спортсменсемпе студентсем хушшинче те яланах çĕнтерÿçĕсен шутĕнче пулнă. Паянхи кун та унран ыйтсан: «Саша, эсĕ СССР шайĕпе илсен хăш хуласенче ăмăртусене хутшăннă?» тесен вăл яланах çапларах хуравлать: «Пурне те шутласа кăлараяс çук, Улатăрпа Çĕрпÿре кăна пулман». 1960-1970 çулсенче Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче ялан тенĕ пек Раççей шайĕнче ăмăртусем йĕркелетчĕç. 2-3 куна пынă тупăшусенче вăл яланах 1-2-мĕш вырăнтан кая тухман. Юлташĕсем кунта та шÿтлетчĕç: «Аякран килнисене çил яланах хирĕç вĕрет, Сашăна вара çурăмранах тĕксе пырать…»
40 çул ытла Александр тăван Иккасси шкулĕнче, Шупашкарти спорт шкулĕсенче ăнăçлă вăй хунă. Вăл хатĕрленĕ Иккасси шкулĕнчи 20 ытла çамрăк пирĕн республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Спорт мастерĕ Миша Николаев вăрăм дистанцисене чупас тĕлĕшпе Раççей шайĕнче сахал мар палăрнă. Спорт мастерĕн кандидачĕ Володя Демьянов Раççей шайĕнче иртнĕ студентсен тупăшăвĕнче 1500, 3000, 5000 м чупса темиçе хут та хаклă парнесене тивĕçнĕ. 1971 çулта Вильнюс хулинче ЦК ВЛКСМ йĕркеленĕ ăмăртура та Платка каччи палăрнă. Юрий Васильев, Рита Николаева, Марина Никитина, Анатолий Петров тата ыттисем те чăваш чысне Раççей шайĕнче çÿле çĕкленĕ. Вăл тахçан хатĕрленĕ çамрăксем паян та спортпа туслă, хăйсен тренерне ырăпа кăна асăнаççĕ.
Александр Михайлов пенсие тухсан та спортран уйрăлман. 1991 çулта Мускавра, 1992 çулта Калининградра, 1993 çулта Хусанта, 1994 çулта Пензăра, 1995 çулта Мускав çывăхĕнчи Красногорск хулисенче иртнĕ ăмăртусене хутшăннă, пушă алăпа таврăнман. 8, 10 çухрăмлă дистанцисенче ăмăртса 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнтан аяла анман. Вăл Чăваш Республики, Раççей, СССР шайĕнче çĕнсе илнĕ парнесемпе тав хучĕсен шутне те пĕлмест иккен.
Александр Михайловича пурте хисеплеççĕ. Вăл темиçе хутчен те Ял совет, Шупашкар район совечĕн депутачĕ пулнă. Иккасси шкулĕнче учительте, колхозри партбюро секретарĕнче, ял совет пуçлăхĕнче вăй хунă. Юлашки çулсенче пенсионерсен пĕрлешĕвне ертсе пырать.
Юлашкинчен хальхи çамрăксене яланах Александр Михайлович пек спортпа туслă пулма, хăвăр сывлăхăра пур енлĕн те упрама сĕнес килет.
Леонид Павлов, Чăрăшкасси