ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура хальхинче çул-йĕр пирки ыйту хускатнă. Çул-йĕр фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ЧР транспорт министрĕ Михаил Резников паллаштарнă.
2016 çулта республика бюджетĕнче çул-йĕр фончĕн бюджет ассигнованийĕн калăпăшĕ 4 235,7 млн тенкĕпе танлашать. Автомобиль çулĕсене пăхса тăма тата юсама палăртнă 2 165,6 млн тенкĕрен пурнăçланă ĕç калăпăшĕ 1 220,2 млн тенкĕ, вĕсенчен 473 млн тенке çулсене пăхса тăма тăкакланнă, 747,2 млн тенке – юсама. Пурĕ 72 км çула юсанă. Картиш территорийĕсене тата вĕсем патне кĕмелли вырăнсене çĕнетмешкĕн 55,4 млн тенкĕ уйăрнă, 170 картише юсанă, вĕсенчен пысăк пайĕ – Шупашкар хулинче.
Михаил Резников хыпарланă тăрăх, «Чувашавтодор» ОАОпа тунă пĕтĕм контракт октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пăрахăçланнă, ноябрĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕ подрядчиксем паллă пулĕç.
Асăннă организаци панкрута кайни Шупашкар районĕнче çулсем çинче туса ирттермелли ĕçсене те витĕм кÿнĕ, паллах, ырă енчен мар. Райадминистрацин хула тăвас тата архитектура пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çакă палăртнă укçа-тенке вăхăтра ĕçе кĕртме кансĕрлет. Организаципе тунă килĕшĕве пăрахăçласси те вăрăма тăсăлса кайнă-мĕн. Халĕ çулсене пăхса тăрас енĕпе урăх подряд организацине палăртас ĕç пырать.
Паянхи кун тĕлне çулсем тăвассипе 2 млн та 392 пин тенкĕ ытла укçана пурнăçа кĕртнĕ. Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассинче Куйбышев, «Вознесенская», «Луговая» урамсенчи çула (1 км та 100 м) ноябрьте туса пĕтермелле. «Волга-Ойкасы-Синьялы» çула (600 м ытла) юсаса пĕтернĕ, «Моштауши-Клычево-Завражное» çул çинче, Мăштавăша кĕмелли çĕре çити, транспорт валли икĕ площадка тунă. «Кугеси-Икково-Тохмеево» çул çинчи участока юсама аукцион иртесси пирки хыпарланă.
Районта çул-йĕр сфери валли кăçал 67 млн тенкĕ пăхса хунă.