КĔРŸШĔ ÇИНЕ – ÇĔÇĔПЕ. Мăн Маркара пулса иртнĕ ку инкек: 57-ри хĕрарăмпа унăн хĕрĕпе пĕрле пурăнакан арçын, урăхла ăна кĕрÿшĕ теме те пулать-тĕр, хирĕçсе кайнă. Сăмах çине сăмах… Сасартăк хĕрарăм аллине çĕçĕ ярса тытнă, нумай та шухăшласа тăман арçынна хырăмĕнчен чикнĕ… Суран ытла та тарăн пулнипе вăл вырăнтах куçне хупнă. РФ УК-ĕн 105-мĕш статйипе (1 п.) уголовнăй ĕç пуçарнă. Ĕç-пуç мĕнле пулса иртнине халĕ следовательсем тĕпчеççĕ. Аса илтерер: ку – кăçал районта çын вĕлернĕ иккĕмĕш тĕслĕх.
СУЯ Е СУЯ МАР? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Çĕктер поселокĕнчи лавккаран йĕрке хуралçисем 24 кĕленче эрех туртса илнĕ те тишкерме ăсатнă. Ку хыпара вара вĕсене телефонпа шăнкăравласа каланă: пĕлтерекеннин шухăшĕпе хаяр шĕвек чăн эрех мар.
ПĔР КĔРЕПЛЕ ÇИНЕ – ИКĔ ХУТЧЕН. Кунашкал «ĕçпе» Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан 64-ри хĕрарăм маларах та палăрнă, анчах юсанман. РФ ШĔМĕн районти уйрăмне каллех хыпар çитнĕ: хĕрарăм тупăш илес тĕллевпе пĕлĕшне 70 тенкĕлле спиртлă шĕвек сутнă иккен. Халĕ РФ УК-ĕн 238-мĕш статйипе (1 п.) уголовнăй ĕç пуçарнă.
МУНЧА КУНĔ. Нумаях пулмасть Тавăшкассинче те мунча кунĕ инкекпе вĕçленнĕ. Сăлтавне асăнмасан та юрать темелле, чылай тĕл пулаканниех – хуçисем кăмакана пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса ăсталаман. Юрать-ха пушарнăйсем вăхăтра çитнĕ, вута çийĕнчех сÿнтернĕ, çавăнпа та сиен кÿнĕ хак та пысăк мар – 5 пин тенкĕ кăна.