Килте пĕчĕк турăш тупрăм. Пĕлетĕп, эпĕ ăна туянман. Çакă мĕне пĕлтерет-ши? Ăна ăçта хумалла?
Вероника ПАВЛОВА, Çырмапуç
Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Турăш хăватне нимĕнле усал та çĕнтереймест, ун урлă этеме япăххи куçаймасть, çавăнпа та ан пăшăрханăр. Енчен те турăша эсир хăвăр туянман пулсан ăна чиркĕве илсе кайса кĕлĕ вуласа тасаттарма пултаратăр.