Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç ялĕн уяв уçланкинче çĕнĕ клуб алăкĕсене уçма хатĕрленет. Юлашки 5 çул хушшинче ку ял тăрăхĕнчи 2-мĕш çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ. Пĕрремĕшне Атăлъялта çĕклесе лартрĕç. 9х15 метр виçеллĕ, 9 чÿречеллĕ, 2 алăклă хăтлă культура керменĕнче 80 вырăнлă курав залĕ, сцена, артистсен пÿлĕмĕ. Клуб тунă çĕрте Вячеслав Семенов бригадирпа шăллĕ Андрей (Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Шоркка ялĕнчен), Юрий Дмитриевпа Николай Михайлов (Шупашкар хулинчен) тăрăшаççĕ. «Клуб свайне мартăн 24-мĕшĕнче лартнă. Халĕ мачча, урай сармалла, алăксем вырнаçтармалла. Тепĕр эрнерен тĕп строительство ĕçĕсене вĕçлесшĕн», – пĕлтерчĕ бригадир.
Клуба социалла-экономика кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çĕнсе илнĕ укçапа çĕклеççĕ, хакĕ 2 млн тенкĕпе танлашать. Юнашарах çуллахи сцена, ялти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асăнса лартнă палăк, ачасен спорт площадки вырнаçнă. Клуб патне çитмелли çула та хытарса сартарасшăн. Иртнĕ эрнере субботник туса тавралăха тасатрĕç. Малти Ункăпуçĕнчи çĕнĕ культура çуртне июнь пуçламăшĕнче, ял тăрăхĕнчи Акатуй кунĕнче анлăн уявласа уçасшăн.
Николай Смирнов, Атăлъял