Августăн 13-мĕшĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри физкультурниксен кунне халалласа культура тата спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Унсăр пуçне, шăматкун – спортпа сывлăх кунĕ те, эппин, пур спорт сооруженийĕпе те тÿлевсĕр усă курма май пур.
Мероприятисем 10 сехетре старт илеççĕ. Кунта ачасем те, аслă ăрури çынсем те, сывлăх енчен хавшакраххисем те кăмăла каякан ĕç тупĕç. Пухăннисем шашкăлла, шахматла, сĕтел çи теннисла выляма, çăмăл атлетика енĕпе тупăшма, алă вăйĕ виçессипе, канат туртассипе, дартс перессипе, кире пуканĕ йăтассипе ăсталăха кăтартма пултарĕç, волейболла тата мини-футболла выляссипе тупăшĕç. Пĕчĕккисем 3 урапаллă велосипедпа ярăнса кам маттуртараххине палăртĕç. Сывлăхран хавшакраххисем инвалид кÿмине кустарса тупăшĕç.
Çак кунах Шĕнерпуç тата Çырмапуç ял тăрăхĕсен футбол командисем Шупашкар район кубокне çĕнсе илессишĕн тĕл пулу йĕркелĕç. Ветерансен хушшинче М. Огурцова асăнса ухăпа перессипе турнир иртĕ. Физкультурнинсен кунне халалланă мероприятисене районти 9 ял тăрăхĕнче те йĕркелерĕç.
Каçхине, 18 сехетре, спортпа сывлăх центрĕпе юнашар, Кÿкеçре пурăнакансемпе хăнасене поселок кунне уявлама йыхравлаççĕ. Пухăннисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем юрри-ташшипе савăнтарĕç, дискотека, салют пулĕ.