Хăйĕн урамне яка та сарлака çулпа пырса кĕресси пирки ялта пурăнакан, ашшĕ-амăшĕ патне канмалли кунсенче килсе çÿрекен кашни çын ĕмĕтленет-тĕр. Автобус чарăнăвне кĕрлĕ-çурлă тарăн атăпа тухнă, вăхăтсем, телее, хыçа юлчĕç.
Шупашкар районĕнче ялсене, ял урамĕсене хытă сийлĕ çулсемпе витме, çулсем сарма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2016 çулта районта çак тĕллевпе 67,5 млн тенкĕ пăхса хунă. Çав вăхăтрах патшалăх пулăшасса кĕтмесĕрех çынсем хăйсен вăйĕпе çула тикĕслесе сарнă ялсем те пур. Атайкасси тăрăхĕ ку енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх.
Çĕр метр асфальт çула 100 пин тенкĕпех сараймăн. Ăна вара бюджета палăртнă чухне çулталăк маларахах пăхса хумалла. Ялта пурăнакансен ыйтăва татса парасса ăна хускатнăранпа шăпах çакăн чухлĕ кĕтме тивет. Анчах та çакăн хыççăн та ăна депутатсен пĕрлехи сасăлавĕнче кăна татса параççĕ-ха.
Йăршусем вара вăрах кĕтес темен. Икĕ урама çыхăнтаракан каçă пуласса ахаль те вĕсем 30 çул шанса пурăннă. «Унччен вара икĕ урам икĕ ют ял пекех пурăннă – пĕр-пĕринпе курнăçас тесен тарăн çырмана çаврăнса иртме тивнĕ, – ăнлантарать Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров. – Виçĕ самосвалпа икĕ экскаватор виçĕ канмалли кун ĕçлерĕç. Ял тăрăх депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Прокопьев хĕрлĕ тăм турттарма транспортпа тивĕçтерчĕ. Пурĕ вара ăна 1 пин кубла метр чухлĕ тиесе килнĕ. Ял çыннисем ĕçлекенсене валли апат хатĕрлеме пулăшрĕç».
60 метра тăсăлакан дамба çÿллĕшĕ 3 метр, сарлакăшĕ –5 метр. Лаптăк пысăках та мар тейĕн, анчах та вăл малашне «Луговая» урамра пурăнакан 14 киле çырма урлă чăрмавсăр каçса çÿреме май парĕ. Пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ хыççăн ял уяв тусах савăннине пĕлтерчĕç.
Бюджета пур урам валли те тÿрех çитереймĕн – ку тĕрĕсех. Пахалăхлă çул вара паянах кирлĕ тĕк ял халăхĕ çак тĕллевпе укçа пухма тытăнать. Атайкассинчи Шкул урамĕнче пурăнакансем те çак çулпах кайнă. Иртнĕ эрнере кăна-ха кунта та кашни килтен 3 500 тенкĕшер укçа пухса вак чул сарнă. Вырăнти ял тăрăх администрацийĕ техника тупса панă. Сархурăнта вара яла пырса кĕрсенех хытă сийлĕ çул пур, кăна малалла тăсас шутпа кунта пурăнакансем те килĕрен укçа пуçтарнă. Вырăнти депутатсем те пулăшнă.
Атайкасси тăрăхĕнче, чăн та, ăннă ялсемпе урамсем те пур. Çак кунсенчех акă «Çуртсен тавралли территорисене юсасси» республика программипе Атайкассинче «Молодежная» урама пырса кĕнĕ çĕрти икĕ вырăнта асфальт çул – пĕтĕмпе 170 метр тăршшĕ – сарĕç. Ял тăрăх администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе тĕрлĕ шайри бюджетран 300 пин тенкĕ усă курма палăртаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ 153 хваттерте пурăнакансене пахалăхлă, яка çулпа иртсе çÿреме май парĕ.
ТАТЬЯНА МАЙОРОВА