Паянхи тĕрленчĕке 1963-1969 çулсенче «Ленинец» («Тăван Ен») ятпа тухса тăнă район хаçачĕн редакторĕнче вăй хунă Транквиллин Логинович Логинова халаллатăп.
Транквиллин Логинов 1914 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Шăмăш салинче кун çути курнă. Çĕньялти 6 çул вĕренмелли шкула, Шупашкарти 2 сыпăклă шкулăн пĕрремĕш курсне, Чулхулари 2 çул вĕренмелли парти шкулне пĕтернĕ. Яваплă ĕçсенче вăй хума пуçличчен вăл хăй çуралнă тăрăхра тĕрлĕ ĕçре тимленĕ – «Коммуна» колхозра (1930-1931,1932-
Пурнăç урапи ăна 1936 çулта районта тухса тăракан «Колхозник çулĕпе» хаçата илсе çитерет. Малтанласа вăл хаçатра инструктор-ма
1939 çулта Транквиллин Логиновăн пурнăçĕнче тепĕр улшăну пулса иртет – ăна ВЛКСМ Шупашкар райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн заведующине лартаççĕ, опыт пухнăскере ВЛКСМ райкомĕн 2-мĕш секретарьне суйлаççĕ. Вăл комсомолта 1939-1944 çулсенче вăй хурать. 1950 çулта пурнăç кустăрми Транквиллин Логинова Муркаш районне илсе çитерет. Ăна çав çулах Муркаш райĕçтовкомĕ
1962 çулта Транквиллин Логинович тăван района таврăнать, КПСС Шупашкар райкомĕн 1-мĕш секретарĕн пулăшуçинче тимлеме тытăнать. Çулталăкран ăна «Ленинец» хаçат редакторĕ пулма шанаççĕ. Çак ĕçе вăл пысăк çĕкленÿпе пикенет. 1969 çулччен кунта ĕçлесе Транквиллин Логинов хаçат пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе самай тăрăшать, район хаçачĕн историйĕнче тарăн йĕр хăварать.
Районти яваплă ĕçченсене парти райкомĕ уполномоченн
Тÿрĕ кăмăлпа нумай вăхăт вăй хунăшăн ăна «Хисеп палли» орденпа, медальсемпе, тав тата хисеп хучĕсемпе чысланă.
ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ