Аса илтерер: паллă мар çынсем чĕртсе янипе – официаллă мар версипе – Илпеш свалки çунма тытăннăран июлĕн 27-мĕшĕнчен Çĕньял ял тăрăхĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине кĕртнине пĕлтернĕччĕ. Тепĕр кун вĕçленнĕ тĕле ăна пăрахăçланă, анчах паян кун та свалкăра тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пăрахмасть. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин пĕлтернĕ тăрăх, свалкăра кашни кунах пушар машини ĕçлет (ăна райадминистраци бюджетĕнчен бензинпа тивĕçтереççĕ), райадминистраци ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе улшăнса вăй хураççĕ. Çырмапуç тата Апаш тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Владимировпа Рамиль Гельметдинов та пушара сÿнтерме пулăшнă. «Ĕçсене пурнăçлама йăсăрланакан вырăна çывăха пыма йывăрри те чăрмантарать. «Карьер» ООО-ран бульдозерпа тата экскаваторпа пулăшма шантарчĕç, вĕсем йăсăрланса тăракан 20 яхăн вырăна шывпа сапнă хыççăн çĕрпе хупламалла», – палăртрĕ Сергей Алексеевич.