Хамӑрӑн яланах тутлӑ та усӑллӑ

Хĕле кĕрес умĕн турра ĕненекенсем Пукрав кунне паллă тăваççĕ. Унччен вара пахча ҫимĕҫ пуҫтарса, анкарти тирпейлесе хĕл каҫмалӑх апат-ҫимĕҫ хатĕрлемелле.

Чӑрӑшкасси шкул территорийĕнче çак ĕçсене пурне те туса ирттернĕ. Кунти пахчара купӑста, кишĕр, кӑшман, сухан, ыхра, помидор, хӑяр лартнӑ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтĕнче шкул ачисем эрне хушши практикӑна ҫӳренĕ. Вĕсем шкул ĕçченĕсемпе пĕрле пахчана ҫумран тасатнӑ, ҫĕрне кӑпкалатнӑ, шӑварсах тӑнӑ. Кĕркуннене тулăх улма-çырлапа тата пахча çимĕçпе кĕтсе илтĕмĕр. Хамӑр алӑпа туса илнĕ ҫимĕҫ усӑллӑрах та, перекетлĕрех те. Шкулти столовӑйра поварсем вĕсенчен тутлӑ апат пĕҫереҫҫĕ.

Çул ҫинче асӑрхануллӑ пул

Кун кĕскелет – каҫ вӑрӑмланать. Каҫхи 4-5 сехетрех урамра тĕттĕм. Ăмăр çанталăкра пушшех те. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вĕренекенсем шкулти уроксем хыççăн килĕсене таврӑнаҫҫĕ. Ҫанталӑк улшӑнса тӑрать. Ҫул ҫинче темĕнле инкек те сиксе тухма пултарать.

Çавăнпа та вĕрентекенсем ашшĕ-амăшне ачасене валли тĕттĕмре машина ҫутипе ҫутатакан лента илме хушаҫҫĕ. Вӑл портфель тата тумтир ҫанни ҫинче пулмалла. Ҫакӑн пек хăю шкул ачисене инкекрен сыхланма пулӑшать. Тĕттĕмре, çумăр е юр çунă вăхăтра водительсене машина умĕнчи çын чылай аякри пек курăнать-çке-ха.

Ксения Родионова, Чӑрӑшкасси шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости