Ха​ка ла​рать явап​сăр​лăх

Тим​сĕр​лĕх та​та пĕр​ле пу​рă​на​кан çын​сен пур​нă​çĕ​шĕн явап​лă​ха туй​ман​ни чы​лай чух​не хă​ру​шă ин​кек​пе вĕç­ле​нет. Çак сăл​тав​пах ирт​нĕ эр​не​ре Ка​ра​чу​ра​ри пĕр çурт​ра хă​ру​шă ин​кек пул​ма пул​тар​нă.

Сăл​та​вĕ – ачал​ла хăт​лан​ни. 42-​ри ар​çын вы​рăн çин​чех си​га​рет турт​нă. Çак ху​шă​рах çы​вăр​са кай​нă – кро​вать йă​сăр​лан​ма пуç­ла​ни​не те сис​мен. Сĕ​рĕм​пе нар​кă​мăш​лан​нăс​ке​ре тĕп ху​ла​ри вас​кав​лă пу​лă​шу боль​ни​ци​не леç­нĕ.

Хут​мал​ли-ă​шăт​мал​ли ки​рек мĕн​ле ха​тĕ​ре те тех​ни​ка йĕркине çи​рĕп пă​хăн​са ăс​та​ла​мал​ли​не каш​ни кă​ма​ка​çă пĕ​лет. Вĕ​се​не тĕ​рĕс мар ту​ни​не пу​ла вут-​çу​лăм тух​нă тĕс​лĕх​се​не пу​шар ху​ра​лĕн​че кул​лен шу​та илеççĕ. Пу​шар над​зо​рĕн ра​йон​ти уй​рă​мĕн​че ирт​нĕ эр​не​ре çак сăл​тав​пах тух​нă те​пĕр тĕс​лĕх пир​ки пĕл​те​реççĕ. Ку ху​тĕн​че «​хĕр​лĕ ав​тан» Хĕр​лĕ​çы​ра çит​нĕ. Мун​ча кă​ма​кин​чи тĕ​тĕм çу​лĕн юсав​сăр​лă​хĕ кил ху​çи​шĕн ха​ка лар​нă: мун​ча​па пĕр​лех йы​вăç ху​рал​тă​сем çун​са кĕл​лен​нĕ.

Пу​шар ху​рал ĕçĕ-​хĕ​лĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн пуç­лă​хĕн тивĕçĕ​се​не вă​хăт​лă​ха пур​нăçла​кан Егор Бо​рисов пĕл​тер​нĕ ин​фор​ма​ци тă​рăх çул​та​лăк пуç­лан​нă​ран​па ра​йон​та вут-​çу​лăм 57 хут ал​хас​нă (ирт​нĕ çул​хи çак тап​хăр​та – 60). Вăл 10 млн 641 пин тен​кĕ​лĕх шар кÿ​нĕ. 2 çын вил​нĕ (6), 4 (5) аман​нă, виççĕш​не (3) çăл​ма май кил​нĕ. Пу​шар​сен тĕп сăл​та​вĕ​сем кă​ма​ка​сем​пе (20), элект​роо​бо​ру​до​ва​ни​пе усă кур​нă чух​не хă​руш​сăр​лăх йĕр​ки​се​не пă​хăн​ман​ни​пе (16), çу​лăм​па асăр​хан​ма​сăр усă кур​ни​пе (9), ача​сем вут-​çу​лăм​па ал​хас​ни​пе (2), транс​порт ха​тĕ​рĕ​сен юсав​сăр​лă​хĕ​пе (2) çы​хăн​нă.

Сă​на​нă тă​рăх пу​шар​сем кĕр​хи-​хĕл​ле​хи тап​хăр​сен​че йыш​ла​наç­çĕ. Çак вă​хăт​ра ăшă​нас тĕл​лев​пе кă​ма​ка​сем​пе, ăшăт​мал​ли элект​роп​ри​бор​сем​пе ан​лă усă кур​аç­çĕ. 2013 çул​хи ок​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕн​чен пуç­ла​са 2014 çул​хи мар​тăн 31-​мĕ​шĕч​чен ра​йон​та «​хĕр​лĕ ав​тан» 42 хут ал​хас​нă. Çак тап​хăр​та пу​шар​та 6 çын вил​нĕ.

ТАТЬЯ​НА МА​ЙО​РО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости