Ха​лăх ĕçĕ – сăн ÿкер​чĕк​сен​че

Сен​тяб​рĕн 12-​мĕ​шĕн​че Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рă​хĕн​чи Атăлъял ял клу​бĕн​че «Шу​мер юхан​шы​вĕ – Атăлъял иле​мĕ» сăн ÿкер​чĕк​сен ку​ра​вĕ уçăл​чĕ.

Шу​мер юхан шы​вĕ çăл куç­сен​чен пĕр​леш​се Атăлъя​ла ик​ке пай​ла​са, мă​наç­лă Атă​ла юх​са кĕ​рет. Унăн тăрш​шĕ – 3 км. Кă​çал ял çын​ни​сем ĕлĕк​хи шу​мер​сен пат​ша​лă​хĕ ячĕл​лĕ пĕ​чĕк юхан шыв хĕр​рин​чи ули​ча​ра «Шу​мер​кар» уяв кар​ти ăс​та​ла​са Атăлъял Ака​туй​не ирт​тер​чĕç. Авал​лă​ха сăн​ла​са па​ра​кан са​мант​се​не 100 ыт​ла сăн ÿкер​чĕк​сен​че кур​ма пул​чĕ. Ăна ЧНК пай​та​шĕ Эдуард Бах​ми​сов​па ЧНК пре​зи​ден​чĕн пу​лă​шу​çи Зоя Яков​ле​ва пу​çар​нă. Ку​ра​ва Сер​гей​па Еле​на Со​ро​кин​сем та​та çак йĕр​ке​сен ав​то​рĕ ÿкер​нĕ илем​лĕ сăн ÿкер​чĕк​сен​чен йĕр​ке​ле​нĕ. Вĕ​се​не илем​лĕ рам​кă​се​не выр​наç­тар​нă. Сце​на çин​чи аэ​ро​фо​тора Атăлъял​па Хорн​сор, уй​сем​пе пĕве​сем пи​тĕ ян​кăр ку​рă​наç­çĕ. Чă​ваш​сем​пе сла​вян​сен авал​хи ка​лен​да​рĕ​се​не те кур​ма пу​лать.

Пĕр​ре​мĕш хут ирт​нĕ ку​ра​ва ха​лăх йыш​лăн пу​хăн​чĕ. Хак​лă хă​на​се​не та​ра​ват кĕт​се ил​чĕç. Вĕ​сен шу​тĕн​че: Шу​паш​кар ра​йад​ми​нист​ра​ци ер​тÿ​çи Геор​гий Его​ров, РФ ват​ти​сен пĕр​ле​шĕ​вĕн Чă​ваш Ен​ри уй​рă​мĕн пред​се​да​те​лĕ Ва​ле​рий Са​пож​ни​ков, Чă​ваш ха​лăх ăс​ча​хĕ Ви​та​лий Станъял… Ку​ра​ва клуб ер​тÿ​çи Лео​нид Фа​деев поэт ерт​се пы​чĕ. Куравăн тĕл​ле​вĕ – ĕç­сем мĕн​ле ирт​ни​не кă​тар​тас​си. Ял​та пу​рă​на​кан Сер​гей Бо​ри​сов​па пĕр​ле вырăнти администраци клуб па​тĕн​чен пуç­ла​са пĕве ур​лă Ры​бац​кий урам​не çул тă​вас​си пир​ки ки​лĕ​шÿ ту​нă. Çул 2 млн тен​ке кай​са ла​рĕ, çур​ри​не ад​ми​нист​ра​ци тÿ​лĕ, те​пĕр çур​ри​не – Сер​гей Бо​ри​сов пу​лăш​ни​пе. Вак чул сар​са тă​вас​шăн. Ха​лăх тă​вăл​лăн алă çуп​рĕ. Тах​çа​нах кĕт​нĕ çул пи​рĕн ен​не те ка​çас​си пур​не те са​вăн​та​рать. Çа​кăн​тан тух​нă сум​лă çын​сем тă​ван ялĕ​шĕн тă​рăш​ни ыт​ти​сем​шĕн тĕс​лĕх пул​са тă​рать. Геор​гий Его​ров: «Çак сăн ÿкер​чĕк​се​не пăх​сас​сăн эсир пу​çа​рул​лă ха​лăх пул​ни ку​рă​нать. Пи​ре ха​лĕ зал​ри пĕ​чĕк ача​сем тим​лĕн ит​леç­çĕ, си​рĕн​пе пĕр​ле çак ĕçе хут​шă​наç­çĕ, ма​лал​ла тă​саç­çĕ», – те​рĕ сце​на çин​чен.

Иван Хрис​то​фо​ров юрăç пи​рĕн ял​та 2-​мĕш хут пул​ни​не, ял та​тах та илем​лен​ни​не па​лăрт​рĕ, илем​лĕ сас​си​пе чă​ваш юр​ри​се​не шă​ран​тар​чĕ. Зоя Яков​ле​ва ял​та ÿкер​нĕ илем​лĕ филь​ма кă​тарт​рĕ. Авал​лă​ха сăн​ла​кан çак ки​но​лен​тă​на те​ле​ку​рав​па та кă​тарт​нă. Сĕ​тел хуш​шин​че ка​ла​çу ма​лал​ла тă​сăл​чĕ. Çи​тес çул, Ас​лă Çĕн​те​рÿ 70 çул тул​тар​нă тĕ​ле, вăр​çă​ра пуç ху​нă сал​так​се​не асăн​са йы​вăç­сем ларт​са парк уçас шу​хăш​па пур​те ки​лĕш​рĕç.

НИ​КО​ЛАЙ СМИР​НОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости