Юлташăмпа эпир кумсем: вăл манăн ывăлăн хĕресне ашшĕ. Халĕ вĕсем ачине чиркÿре шыва кĕртесшĕн, мана хĕресне ашшĕ тăвасшăн. Хире-хирĕçле кумсем пулма юрамасть теççĕ. Тĕрĕс-и?
Владимир ПУШКАРЕВ, Кÿкеç
Николай атте, Шупашкар район благочиннăйĕ, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Эсир тĕрĕс шухăшлатăр. Хире-хирĕç кумсем пулма çирĕп чару çук пулин те ун пек тума юрамасть тесе шухăшлатăп эпĕ. Хĕресне ашшĕне е амăшне урăх çынна та тума пулатьçке.