Манăн тантăшсем «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме хатĕрленеççĕ. Манăн вара çакна валли уйăх та 3 кун кăна çитмест. Тивĕçлĕ канăва пĕлтĕр тухрăм. Эпĕ çак ята тивĕçеймĕп-шим?
Елена КОРНИЛОВА, Кÿкеç
Лариса СТЕПАНОВА, Шупашкар районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи:
– Майăн 15-мĕшĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕнче «Ĕç ветеранĕ» ята илме заявленисем йышăнма пуçларăмăр. Аса илтерни вырăнлă: пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче Республика Пуçлăхĕ алă пуснă Указ çак ята илме ирĕк паракан вăхăта 2,5 çул чакарать. Законпа килĕшÿллĕн, малашне арçынсемшĕн вăл 42 çул та 6 уйăх пулĕ, хĕрарăмсемшĕн – 37 çул та 6 уйăх. 2015 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ Указпа усă курас текенсенчен паянхи кун тĕлне 690 яхăн заявлени йышăннă.
Енчен те хисеплĕ ята илме ĕç стажне çителĕклĕ пухаймасан, анчах та вăйпитти тата вăл е ку ĕç вырăнĕнче тивĕçе пурнăçлама пултарсан, çитеймен вăхăта тултармашкăн тепĕр хут ĕçе вырнаçма сĕнес килет.