Хусанта хапăл туса йышăнчĕç

Тутар Республикин вĕренÿ тата наука министерстви, Тутарстан халăхĕсен Ассамблеи, Тутарстан халăхĕсен туслăх çурчĕ черетлĕ наукăпа практика конференцине тата Раççей халăх шкул ачисен иккĕмĕш вулавне ирттерчĕç.

Тутарстан тĕп хулине октябрĕн 28-мĕшĕнче çичĕ халăх ывăл-хĕрĕ пухăнчĕ – вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, чăвашсем, çармăссем, удмуртсем тата ирçесем. Пурте – куçăмсăр майпа турта мала тухнисем. 600 ытла ĕçрен 94 шкул ачин ĕçĕ – малтанхи тапхăрта çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Кашни халăх ачисем уйрăм секцисене пайланчĕç: вырăсла, тутарла, чăвашла т.ыт. те.

Чăваш Республикинчен ку сумлă конференцие хутшăнмашкăн виçĕ вĕренекен йыхрава тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче районти Тутаркасси вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класри Марина Васильева, Кăшавăш вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класри Татьяна Карамаева тата Шупашкарти 59-мĕш шкулти Екатерина Антошина. Чăваш филологийĕн секцийĕнче чи маттуррисем 12-ĕн тупăшрĕç. Кунта Тутарстанра чăвашла тăрăшса вĕренекенсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Хулари, ялти шкулсенчен те пурччĕ конференцие хутшăнакансен йышĕнче. Çивĕч тупăшура Татьяна Карамаева II степень дипломне тата 7 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илчĕ. Марина Васильева вара конференцин лауреат дипломне тата 3 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсен чи лайăх ĕçĕсене – пурĕ 50 статьяна – «Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе» кĕнекене пухса-пичетлесе кăларнă. Юлашкинчен шкул ачисем вĕрентекенĕсемпе пĕрле Хусан хулине курса çÿрерĕç.

Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанра патшалăх программисен шайĕнче пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан кашни халăх çынни хисепре, вĕсене аталанма кирлĕ майсем туса параççĕ. Аякран килнĕ хăнасене питĕ тарават кĕтсе илнине палăртма кăмăллă пулчĕ.

МАРИНА ПЕТРОВА, 10-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости