Хă­руш­лăх кă­лар­а­кан сă­вап­лă вы­рăн

Шу­паш­кар ра­йо­нĕ куль­ту­рă­па ис­то­ри та­та ар­хео­ло­ги объек­чĕ­сем­пе пуян. Çа­кă унăн ис­то­ри­йĕн­че те пĕр йĕр­сĕр ирт­мен. Лам­ран-­ла­ма, ăру­ран-ă­рă­ва ку­çа­кан куль­ту­ра туп­рин çăл­ку­çĕ­се­не эпир ра­йон тер­ри­то­ри­йĕн­чи чир­кÿ­сен­че шы­рас те­рĕ­мĕр: вĕ­сем мĕн чух­лĕ вăрт­тăн­лăх, ис­то­ри уп­ра­ни­не шу­та ил­сен пи­рĕн пу­çа­ру кă­сăк­лă пу­лас­си куç­кĕ­ре­тех.

Ку но­мер­те ву­ла­ка­на Мă­нал­ти Хрис­тос Чĕ­рĕл­нин ячĕ­пе хи­сеп­ле­не­кен чир­кÿ­пе пал­лаш­та­рат­пăр. Ку вăл – ту­рист­сем ча­рă­на­кан вы­рăн­сен­чен пĕ­ри. Ю­лаш­ки вă­хăт­ра чир­кÿ­се­не чĕрт­се тă­ра­тас­си пир­ки пи­тĕ ну­май ка­лаç­ма пуç­ла­рĕç. Ишек чир­кĕ­вĕ пир­ки ха­çат­ра çыр­нăч­чĕ ма­ла­рах.

Мăналти чиркĕвĕ, 1908 çул­та ху­та кай­нăс­ке­ре, тĕп­лĕ юсав кир­лех. Ĕç­се­не кун­та ви­çĕ çул каял­ла пуç­ла­нă, ирт­нĕ çул кĕр­кун­не ун тăр­ри­не сă­вап­ла­са ку­пол хă­парт­нăч­чĕ. Вĕ­се­не ырă кă­мăл­лă çын­сен пу­лă­шă­вĕ­пе пур­нăç­ла­нă. Ыт­ти ку­по­ла та улăш­тар­мал­ла, пу­рĕ чир­кÿ тăр­рин­че 7 ку­пол выр­наç­мал­ла, вĕ­сен­чен ик­кĕш­не ăс­та­ла­нă ĕн­тĕ. Пал­лах пур ĕçе те пĕр ха­рăс ту­ма çă­мăл мар, ве­çех ук­çа-­тен­кĕ­пе çы­хăн­нă. Ва­дим ат­те ка­ла­са па­нă тă­рăх, чи кир­ли – чир­кÿ тăр­ри­не улăш­та­рас­си, вăл – ава­рил­лĕ ла­ру-­тă­ру­ра. Пы­сăк ка­лă­пăш­лă ку ĕçе те­пĕр çул çул­ла ту­ма план­лаç­çĕ. Шă­тăк­се­не сап­ла­ни кă­на ый­тă­ва тат­са па­масть ик­кен, çу­мăр хă­йĕн çул­не ту­па­тех. Шту­ка­тур­ка урай­не тă­кăн­ни­не каш­ни кĕ­тес­рех кур­ма пу­лать. Ахаль­тен мар ĕн­тĕ чир­кÿ вар­рин­че сет­кăл­лă йы­вăç кар­кас выр­наç­тар­нă. Вăл вă­хăт­лă­ха пу­лин те хă­руш­лă­ха си­рет. Пĕр­ре­хин­че кĕ­лĕ вă­хă­тĕн­че пы­сăк ка­тăк мач­ча­ран йă­тăн­са ан­ни­не Ва­дим ат­те ха­лĕ те ла­йăх ас тă­вать, пă­рăн­са ĕл­кĕ­рей­мен тĕк çа­кă ин­кек­пе вĕç­лен­ме пул­тар­ни ка­ла­ма­сă­рах пал­лă. Ку­наш­кал син­кер­сен йĕ­рĕ ура­йĕн­че те уп­ран­са юл­нă – ун­та та кун­та шăй­рăк­сем. Çа­вăн­па та тăр­ра çĕ­не­тес­си куç кĕ­ре­тех.

Паян­хи кун чир­кĕве чĕрт­се тă­ра­тас­си – çă­мăл ĕç мар, вăл пы­сăк ук­çа-­тен­кĕ­пе çы­хăн­нă. Ст­рои­тельст­во ма­те­риа­лĕ­сем йÿ­нĕ мар, çын­на тыт­са ĕç­лет­тер­ме те тă­как­лă. Чир­кĕве çÿ­ре­кен­сем пу­лăш­ни пал­лах ла­йăх, ан­чах та ку кă­на çи­те­лĕк­сĕр-­ха. Пы­сăк пу­лă­шу çы­вăх­ри элект­ро­ме­ха­ни­ка за­во­дĕн­чен ки­лет-­мĕн, Ва­дим ат­те ка­ла­нă тă­рăх, ки­рек мĕн­ле ый­ту­па тух­сан та унăн ди­рек­то­рĕ хи­рĕç­ле­мест. Мĕн­ле кăт­кăс пул­сан та чир­кĕве çĕ­не­тес ĕçе вĕç­не-­хĕр­не çи­те­рес­шĕ­нех, мĕн­шĕн те­сен тă­рăш­сан, Ту­рă пу­лăш­сан ĕмĕт­сем пур­нăç­ла­наç­çех.

Чир­кÿ­пе юна­шар выр­сар­ни шку­лĕ çĕк­ле­нет, ку ĕçе пĕл­тĕр пуç­ла­нă. «Ик­кĕ­мĕш хут­не çĕк­ле­рĕ­мĕр, ха­лĕ тăр­ри­не ви­тет­пĕр», – ĕç-­пуç­па пал­лаш­тар­чĕ Ва­дим ат­те. Хĕ­ле кĕ­рич­чен ăна тă­рă ай­не ларт­са хă­ва­рас­шăн, пĕ­тĕм­пех ху­та ярас­си ва­ра ук­çа-­тен­кĕ çи­тес­син­чен ки­лĕ. Выр­сар­ни шку­лĕн­че ача­сем халь­лĕ­хе ки­вĕ йы­вăç пÿрт­ре вĕ­ре­неç­çĕ. Ун­та 10-15 ача çÿ­рет, вĕ­ре­нÿ ок­тябрь уйă­хĕн­че пуç­ла­нĕ.

Мă­нал чир­кĕв­не çын­сем ыт­ла­рах ху­ла­ран çÿ­реç­çĕ ик­кен. При­час сып­ма ки­ле­кен­сен йы­шĕн­че ача-­пă­ча та чы­лай, сă­мах­ран, çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çу­лĕ пуç­ла­нич­чен ха­рă­сах 87 ача при­час сып­нă.

Истории страницинчен

Мă­нал­ти Хрис­тос çу­рал­нин чир­кĕ­вĕ хă­йĕн тăр­ри­пе мă­наç­лă, ун­шăн уй­рă­мах пы­сăк хак кă­лар­са тă­ра­та­кан­ни çа­кă. Вăл 7 чан­ран тă­рать. Вĕ­сен­чен чи пы­сăк­ки 82 пăт та 12 кĕ­ре­пен­ке таять, чи пĕ­чĕк­ки – 28 кĕ­ре­пен­ке. Виç­çĕш­не Шу­паш­кар­та шă­рат­са кă­лар­нă, ыт­ти­се­не Чул­ху­ла­па Ярос­лавль­тен ил­се кил­нĕ.

Ви­çĕ ал­тарь­лĕ чир­кÿ чул­тан, унăн тăрш­шĕ тăр­ри­пе пĕр­ле 15 хă­лаç, сар­ла­кă­шĕ – 5. Вăл ви­çĕ прес­тол­лă та: Ту­рă Амă­шĕн, Хри­тос çу­рал­нин та­та Илья Про­ро­кăн.

Мă­нал урăх тĕн­лĕ чă­ваш­сем пуç­та­рăн­ни­пе пул­са кай­нă. Вĕ­се­не Ели­заве­та Пет­ров­на им­пе­рат­ри­ца хуш­ни­пе Ка­на­ше­вич епис­коп 1741 çул­та тĕ­не йы­шăн­тар­ни пал­лă. Çа­кă тĕр­лĕ вă­хăт­ра пул­са ирт­нĕ, мă­нал­сем пур­те пĕр ха­рăс тĕ­не кĕ­нĕ çын­сем мар. Сă­вап­лă шы­ва кĕ­ме ки­лĕш­нĕ­шĕн ук­çан хав­ха­лан­та­рас­син­чен пă­рăн­ни­сен йы­шĕн­че вĕ­сем те пул­нă. Арис­товс­кий свя­щен­ник тĕ­не кĕ­ни­сем ви­лес умĕн кă­на çы­лăх ка­çарт­тар­ни та­та вĕ­се­не кĕ­лĕ ву­ла­са юлаш­ки çу­ла ăсат­ни пир­ки çыр­са хă­вар­нă. Ыт­ти чух­не ва­ра хăй­сем çи­не хĕ­рес ху­ма мар, хрис­тиан­сен йă­ли­сем­пе уя­вĕ­се­не пă­хăн­ма та ки­лĕш­мен – ырă-у­сал тĕн­не кă­на ĕнен­нĕ, ки­ре­мет пат­не çÿ­ре­нĕ.

Ват­ти­сем ка­ла­нă тă­рăх, чир­кÿ са­ла­ра Тă­ван çĕр­шы­вăн Ас­лă вăр­çи вă­хă­тĕн­че кă­на ху­пă лар­нă. Г­ри­го­рий Вве­денс­кий ат­те­не 1937 çул­та реп­рес­си­пе Çĕ­пĕр­ти ла­ге­ре ăсат­нă. Вăл çа­вăн­тах пур­нăç­ран уй­рăл­нă. 1989 çул­та унăн та­са ят­не та­вăр­нă.

Ту­ризм марш­рут­не кĕрт­нĕ ис­то­ри та­та куль­ту­ра па­лă­кĕ­сем­пе çыхăннă материалсемпе «Би­чу­рин та­та хальхи са­ма­на» му­зей ти­вĕç­те­рет.

ЛЮ­БОВЬ СЕ­МЕ­НО­ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости