Çут çанталăк условийĕсен сăлтавĕпе пулакан аварисен шутне чакарас тĕллевпе мартăн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 12-мĕшĕччен районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕпе пĕрле «Хăрушсăрлăх прогнозĕ» социаллă мероприяти ирттернĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем районти чылай ача садĕнче, шкулсенче пулса калаçусем йĕркеленĕ. Çанталăк условийĕсене кура çул çинче хамăра мĕнле тытмалли пирки тĕплĕн каласа панă, сăмахран, çумăрлă вăхăтра, каç кÿлĕм çул айккипе пыма питĕ хăрушă, водитель çуран çÿрекенсене асăрхамасса та пултарать. Çавăнпа та ачасен «çутатакан» тум тăхăнма тăрăшмалла.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Поляков пĕлтернĕ тăрăх, асăннă мероприятие шкулта вĕренекенсемпе пĕрле 500-е яхăн ача хутшăннă.