Хăюллă разведчик

Манăн мăн асатте, Афанасий Григорьевич Григорьев, Лепетер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăрăн шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă.

Тăван колхозра вăй хунă, бригадир мĕнле ĕç хушнă – çавна пурнăçланă. 1943 çулта 19 çул тултарсан вăрçа тухса кайнă, çав çулах присяга тытнă, разведчик пулса çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «За боевые заслуги», «За победу над Германией», «За победу над Японией» медальсене тивĕçнĕ.

Тăван килне вăл 1947 çулта тин таврăннă, мирлĕ ĕçе кӳлĕннĕ, колхоз председателĕн çумĕнче, парторганизаци секретарĕнче ĕçленĕ. Аслисем каласа панă тăрăх, мăн асатте ырă чунлă, ялан тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен, хăй сăмахне çирĕп тытакан çын пулнă.

Ялти хĕрпе Пелагея Петровнăпа çемье çавăрса ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Унăн 4 мăнук тата 9 кĕçĕн мăнук.

Вăрçă ветеранĕ 89 çул тултарсан пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ. Вăл пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса юлчĕ.

АЛЕНА ПЕТРОВА, ТĂРĂН ШКУЛĔ, 7-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости