Сентябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен Чăваш Енре гражданла хÿтĕлевĕн уйăхлăхĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕсем – çынсене хăйĕншĕн тата ыттисен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăха туйма, чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене лăпкă тытма вĕрентесси. Çак мероприятие халалласа виçĕм кун Карачура шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче «Мы за мир во всем мире» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Ачасем мирлĕ пурнăçа асфальт çинче ÿкернĕ. Чылайăшĕ сарă хĕвеле тата янкăр кăвак тÿпене сăнланă. Эппин ачасем мирлĕ пурнăç паллине лайăх чухлаççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 2 тата 3-мĕш классенче вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.
(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)